Ертÿçĕ пулма çăмăл мар

 

Элĕк районĕнчи «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕ вун виççĕмĕш çул республикăри экономика тĕлĕшĕнчен чи вăйлă аталаннă хуçалăхсенчен пĕри. Хуçалăх çултан çул производство кăтартăвĕсене лайăхлатса пырать, çĕнĕ ÿсĕмсем патнелле талпăнать. Ăна йĕркелесе янăранпах, 2000 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунчченех, Иван Николаевич Игнатьев ертсе пырать. Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа çур ĕмĕр çитрĕ.

Çирĕп пĕлÿсĕр карьера тăваймăн

Анатри Хурасан ялĕнчи Василисăпа Николай Игнатьевсен пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче çемьере ывăл çуралнă: ăна Ваня тесе чĕнме пуçланă. Арçын ача виçĕ йăмăкĕпе туслă çемьере ÿснĕ. Шкул çулне çитсен Чăваш Сурăмĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта ăс пухнă, лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă; унтан Вăрнарти техникумра ветеринари фельдшерĕн специальноçне алла илнĕ. Çамрăк валли тăван «Сорминский» совхозрах вырăн тупăннă, вăл ветеринари врачĕ пулса ĕç биографине çырма пуçланă. Кĕçех вăйпитти çамрăкăн салтака кайма ят тухать, вăл Тинĕс флотĕнче икĕ çул хĕсметре тăрать. (Сăмах май, унăн ашшĕ те, Николай Игнатьевич, тинĕсре службăна ирттернĕ).

Çартан таврăнсан Иван Игнатьев тăван хуçалăхра зоотехникра, тĕп ветврачра вăй хурать. Мал ĕмĕтлĕскер ĕçленĕ вăхăтрах Мускаври К.И.Скрябин ячĕллĕ ветеринари академине куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерет.

1998 çулта Иван Николаевича Чăваш Сурăм ял администраци пуçлăхне çирĕплетеççĕ. Кунта вăл виçĕ çула яхăн ĕçлесе ертÿçĕ опытне пуянлатать, хăйĕн пултарулăхне туптать. 2000 çул вĕçĕнче ăна çĕнĕрен йĕркеленнĕ «Новый путь» кооператива ертсе пыма шанаççĕ.

Халăх шанăçне тÿрре кăларать

Йывăр задачăсене пурнăçлас тесен ертÿçĕн тарăн пĕлÿллĕ пулмалла, ял хуçалăх производствине лайăх пĕлмелле, наука кăтартнă пек çĕнĕ технологисене алла илмелле. Иван Николаевичăн çак паха енĕсем пурте пур. Вăл тÿрĕ те таса чунлă пулни, хуçалăх аталанăвĕшĕн чунтан парăнса яваплăха туйса ĕçлени, производство участокĕсене ертсе пыракансемпе специалистсенчен çирĕп ыйтни çĕнĕ çитĕнÿсем патне талпăнмалли çăл куçсем пулса тăраççĕ те ĕнтĕ.

Кооператив ÿсĕмĕсем вара сулмаклă. 12 çул хушшинче тĕп активсем 16 хут ÿснĕ. 2012 çулта пурĕ 61,75 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Юлашки пилĕк çулта Мăн Шĕвĕшре, Юлăшра,Чăваш Сурăмĕнче – икшер вите çĕкленнĕ. Вĕсенче сĕт сумалли çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă, ферма çурчĕсенче хулари завод цехĕсенчи пек таса та çутă, унта пымалли çулсене бетон сарнă, пĕтĕм ĕçсене механизациленĕ тата автоматизациленĕ.

2010 – 2011 çулсенче хуçалăх кашни ĕнерен сĕт сăвассипе виççĕмĕш вырăна тухнă, пĕтĕмĕшле сĕт сăвассипе пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Паянхи куна «Новый путь» фермин ĕçченĕсем талăкра кашни ĕнерен 17 килограмм ытла сĕт сăваççĕ. 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх кооператив республикăра чи пысăк пахалăхлă сĕт сутассипе иккĕмĕш вырăна тухнă.

Хуçалăх ăратлă выльăхсем ĕрчетессипе ĕçленĕ май, çулсерен иртекен куравсенче дипломсемпе медальсене вуннă ытла тивĕçнĕ.

Кооперативра юлашки çулсенче машинăпа трактор паркне çĕнетессине те тимлĕх уйăрнă. Тырă вырмалли, выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлемелли икшер комбайн, урапаллă икĕ хăватлă трактор, тырă акмалли хăватлă агрегат туяннă.

Ĕçне кура-хисепĕ

Агропромышленность комплексĕн Тĕп Комитечĕн Президиумĕн тав хучĕ, район администрацийĕн Хисеп хучĕ тата ыттисем те унăн ырă ĕçне палăртаççĕ. 2002 çулта Иван Игнатьев ăратлă выльăхсене ĕрчетессипе нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн «Племенной службе России – 30 лет» юбилей медальне, 2007 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн Тав Çырăвне тивĕçнĕ. 2009 çулта вара вăл Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăнă.

Иван Игнатьев 1985 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче Вăрнар хĕрĕпе Маринăпа çемье çавăрнă, унтанпа 28 çул ĕнтĕ савнă мăшăрĕпе пĕр чĕлхерен тату пурăнаççĕ. Çак тапхăрта вĕсем икĕ хĕр ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Оксана çемьеллĕ, Новосибирск хулинче пурăнать. Кира Шупашкарти коопераци институтĕнчен вĕренсе тухнă, темиçе хут Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсене акăлчан чĕлхине вĕренес тĕллевпе кайса килнĕ. Иртнĕ çул Индире баколавр пулма академинче ăс пухнă. Британи сертификатне илнĕ, куçаруçă. Вĕреннĕ тапхăрта Кира чи лайăх студентка пулса тăнă. Ăна акăлчанла çырнă «Мисс Кира Игнатьева – лучшая студентка месяца» ятарлă кубок парса чыс тунă. Халĕ хĕр Липецкра ĕçлет.

Игнатьевсене 2011 çулта Раççейри çемье кунĕнче « Юратупа шанчăклăхшăн» медаль парса чыс тунă.

 



11 марта 2013
12:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter