Элĕк районĕ: çыравçăсем манăçран тухмĕç

Районти культурăпа кану центрĕнче «Элĕк Ен ахах-мерченĕ» тематика тĕл пулăвĕ иртнĕ. Ăна хамăр районти паллă çыравçăсен А.Галкинăн, Г.Харлампьевăн, Н.Ваçанккан юбилейĕсене халалланă. Писательсен пултарулăхĕпе паллашасси юбилярсен биографийĕсенчен пуçланнă. Вĕсене Элĕк шкулĕнче вĕренекенсем тата тĕп вулавăшра ĕçлекенсем хатĕрленĕ. Кун хыççăн шкул ачисем паллă ентешсен сăввисене пысăк хавхаланупа каласа панă. Ветерансен халăх хорĕ А.Галкин сăввисемпе хайланă юрăсене юрланă. Халăх хорĕн солистки В.Корнилова Г. Харлампьевăн «Улăхра курсан чечек», «Валинке» халăх ансамблĕн солисткисем Л.Филипповăпа И.Афанасьева А.Галкинăн «Кăвак чечексем» сăввипе çырнă юррине çĕкленÿллĕн шăрантарнă. Тĕлпулу каçĕнче çавăн пекех Элĕк шкулĕнче вĕрентекен Е.Венедиктовăпа Г.Михайлов ĕç ветеранĕ çыравçă-ентешсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă.



11 марта 2013
11:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter