Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалӑх наркоконтролӗн ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Патшалӑх наркоконтролӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире Наркоконтроль органӗсен ӗҫченӗсен кунӗпе тата Наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан федераци службине йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнӗ ятпа  саламлатӑп! Наркотик хатӗрӗсен саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗ Раҫҫей патшалӑхӗ умне пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратать, мӗншӗн тесен вӑл экономикӑна сиен кӳрет, граждансен сывлӑхне ӑс-тӑн тата вӑй-хал тӗлӗшӗнчен хавшатать, преступленисен шутне палăрмаллах ӳстерет. Ҫавӑнпа та Сирӗн ӗҫӗр ҫӗр-шыв хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тӗлӗшпе  питӗ пӗлтерӗшлӗ шутланать. Чӑваш Енре наркотик хатӗрӗсен тата психотроплӑ им-ҫамсен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑрасси лайӑх шайра пурнӑҫланса пынине тулли кӑмӑлпа палӑртатӑп. Уйрӑмах ҫакӑ  пӗлтерӗшлӗ: Сирӗн Управлени ӗҫченӗсем наркоманипе кӑна кӗрешмеҫҫӗ, ҫак сиенлӗ йӑла сарӑласран, чӑн малтанах вӑл ҫитӗнекен ӑру хушшинче вӑй илесрен асӑрхаттарас  енӗпе те ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Эсир наркопреступноҫпа кӗрешессипе ҫыхӑннӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тивӗҫӗре малашне те ҫаплах тухӑҫлӑн пурнӑҫласа пырасса шанса тӑратӑп. Сире ҫирӗп сывлӑх, ҫӑмӑлах мар ӗҫӗрте вара ҫитӗнӳсемпе ӑнӑҫусем сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                        М. Игнатьев.



11 марта 2013
10:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter