Элĕк районĕ: иртнине лайăх ас тăвать

 Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов Янкурас ялĕнчи Матрена Александровна Озерована 90 çулхи юбилей ячĕпе саламларĕ, РФ Президенчĕн В.Путинăн салам çырăвне пачĕ.

Матрена Александровна 1923 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. 7 класс пĕтернĕ. Вăрçă пуçлансан тылра ĕçлеме тивнĕ. Жданов ячĕллĕ, «Аликовский» совхозра хăйĕн тÿпине хывнă. Мăшăрĕпе 5 ачана пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратнă. М.Озерова ĕç ветеранĕ шутланать. Ăна чылай медальпе наградăланă.

Çулĕсем пур пулин те иртнĕ вăхăтсене лайăх ас тăвать. Çутă кăмăл-туйăмпа пурăнать.



11 марта 2013
12:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter