Элĕк хĕрĕ – спорт мастерĕ

Пирĕн ентеше – Элĕк салинче çуралса ÿснĕ Людмила Шорникована «Раççей спорт мастерĕ» ят панă.

Людмила Элĕкри вăтам пĕлÿ паракан шкултан 2012 çулта вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра вăл Чăваш Республикин пауэрлифтинг командинче тăрать. Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче Санкт-Петербургра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Шурă каçсем» турнирта пирĕн ентеш кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Кăçал вара Людмила пултарулăхри ăнтăлушăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ.

Ку çул пуçламăшĕнче Тюмень хулинче пауэрлифтинг енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Унта Людмила Шорникова 18 çул тултарман хĕрсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухса кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

 



11 марта 2013
12:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter