Патшалăх пултаруллисене хисеплет

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев этемлĕхĕн черченкĕ пайне, экономикăн тĕрлĕ отрасльне аталантарма пысăк тÿпе хывнă, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре, культурăра, социаллă сферăра çитĕнÿ тунă пултаруллă хĕрарăмсене, патшалăх наградисемпе чысларĕ.

Михаил Васильевич пухăннисене уявпа саламланă май çак чыса тивĕçнисем тĕрлĕ професси çыннисем пулнине, анчах пурне те вĕсене хăйсен ĕçне юратни, ăна пысăк ăсталăхпа пурнăçлани çывăхлатнине, вĕсен ĕçченлĕхĕ Чăваш Ене социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе шанчăклăн утма пулăшнине палăртрĕ. «Эпĕ республика тата муниципалитет органĕсен умне яланах пĕр тĕллев лартатăп: кашнин таврара юрату, илем, килĕшÿ хуçалантăр тесе ĕçлемелле, пурăнмалла. Общество тикĕс аталантăр, кашни çемье ыранхи куна шанăçпа кĕтсе илтĕр тесе тăрăшмалла», - терĕ Михаил Игнатьев.

Шупашкар хула больницинче вăй хуракан Людмила Семенова физиотерапевт тухтăр, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕскер, патшалăх наградине илнисен ячĕпе вĕсен сăпай, анчах пархатарлă ĕçне пысăк хак панăшăн республика Пуçлăхне тав турĕ. «Кашни çын чун ыйтнине тивĕçтерсе, халăхшăн тăрăшса, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесен хăй суйласа илнĕ профессире пысăк çитĕнÿ тума пултарать», - тесе палăртрĕ.

 И.СЕРГЕЕВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
11 марта 2013
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter