Тăвай районĕ: пĕтĕмлетсе, малашлăх ĕçсене палăртнă

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке администрацин структура подразделенийĕсен, ĕç тăвакан влаç органĕсен федераллă тата республика шайĕнчи пайсен, районти предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе планерка ирттернĕ, халичченхи пекех умĕнхи эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, çывăх вăхăтра пурнăçламалли задачăсене палăртнă.
Хăйсен иртнĕ эрнери ĕçĕсем çинчен районти полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, надзор ĕçĕн пай начальникĕ Владимир Михайлов, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова, “Янтиковская УК” ООО ертÿçи Юрий Ефимов, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Васильев, администраци пуçлăхĕн çумĕсемпе структура подразделенийĕсен ертÿçисем информацисем туса панă.
Администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин районти ял хуçалăх предприятийĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем пыни çинчен чарăнса тăнă, çакнашкал пухусене хресчен фермер хуçалăхĕсенче те ирттерме палăртаççĕ.
Финанс пайĕн начальникĕ Александр Сергеев бюджет сферинчи уйрăм работниксен ĕç укçине тапхăр-тапхăр ÿстерсе пырасси çинчен каланă.
“Аль” ДЮСШ-ФСК АУ директорĕ Анатолий Кириллов мартăн пĕрремĕш вунăкунлăхĕнче физкультурăпа спорт комплексне 967 çын пынине пĕлтернĕ, вĕсенчен пысăк пайĕ бассейнра, ыттисем тренажер тата теннис залĕсенче пулнă.
Эрнелĕх ĕç планеркин тĕп темисем шутĕнче – çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси, Тăвайри нумай хваттерлĕ çуртсене тĕп юсав тата хваттерсене газпа харпăр хăй ăшăтмалла тăвасси, Тăвай ялĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче температура режимне тытасси.
Планеркăра çавăн пекех ытти хăш-пĕр ыйтусене те пăхса тухнă.
(Хамăр инф.).


12 марта 2013
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter