Муркаш районĕ: тăвансем патĕнче чухне савăнса юрлас килет

Ĕнер Ярапайкасси культура çуртĕнче савăнăçлă концерт иртрĕ. Юратнипе чунăм савăнать ытарайми тăвансем патĕнче тесе сцена çине Виталий Адюковпа Вера Николаева тата Виталий Иванов тухрĕç.  Чуна пырса тивекен  илемлĕ вун-вун юрă шăрантарчĕç вĕсем. Вера Николаева  куракансене «Мĕнле пурăнатăн эс анне?» юрăпа  тыткăнларĕ. Залра ларакансем  ăна шăппăн итленĕ хыççăн тăвăллăн алă çупса тав турĕç. «Иртсе кайнă уяв ячĕпе сире, юратнă аннесем -асаннесем, йăмăксем- аппасем,» - тесе самламларĕ   çак юрăпа  Вера Николаева. Уява малалла  тăсма васкаса  Виталий Иванов  залра пухăннисене  юратнă  çыннисем ялан юнашар пулччăр тесе  ырă сунса «Юрат мана» юрă  парнелерĕ,  вăл та  юратнă  аннесене   самламласа «Ах,  аннеçĕм   анне», аттесен ячĕпе «Ах, аттеçĕм» юрăсем шăрантарчĕ.  Виталий Адюков  пирĕн ял-йыша  инди чĕлхипе  юрă юрласа пачĕ, темĕн тĕрлĕ инструментпа  кĕвĕ каласа тĕлĕнтерчĕ.  Залра ларакансемпе пĕрле Виталий Адюков пурте пĕлекен «Ватăлатпăр çав тăван ватăлатпăр» юрра  шăрантарчĕ. «Çулпа ватăлсан та, чунпа - чĕрепе эсир яланах 17-ре пулăр», тесе сунчĕ  юрăç.  Курма килнĕ çынсем ыйтнипе вăл  «Шурă   кайăкăм  кăвакарчăнăм» юрра парнелерĕ.  Тата ытти нумай-нумай юрăсем юрлаттарчĕ  артист  куракансене, ял-йыш чăваш ташши ташласа та савăнчĕ çак концертра. Вера Николаева  çак илемлĕ каçра  çамрăксене халалласа та, телей ăнăçу сунса  темиçе юрă та шăрантарчĕ.   Юлашкинчен куранкансем артистсемпе  пĕрле «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать» юрра ура  çине тăрса юрларĕç, тăвăллăн алă çупса артистсене  савăнăçлă каç пранеленишĕ тав турĕç.



12 марта 2013
15:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter