Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе йăлана кĕнĕ йĕркепе канашлу ирттернĕ

 Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе йăлана кĕнĕ йĕркепе канашлу ирттернĕ. Чи малтанах 2013-2020 çулсенче çул çÿрев хăрушсăрлăхне çирĕплетмелли тĕллевлĕ программăна тишкернĕ. Тĕп тĕллевĕ çулсем çинчи тимлĕхе упрасси пирки, инкексен шутне сахаллатасси. Ку прогрммăна ĕçе кĕртме бюджетран 1,532685 млрд. тенкĕ укçа  палăртса хунă. Программа 2021 çул тĕлне инкексен шутне 24,9 процента çити чакассине шантарать. Михаил Игнатьев çулсем çинчи инкексем ытларах чухне çул-йĕр правилисене пăхăнманнине кура ӳснине палăртнă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова ку енĕпе  республикăри 12 организацине тĕрĕсленине, йĕркене пăхăнса ĕçлеменнисене тупса палăртманни çинчен пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ тĕппипе хатĕрленсе çитмен çынсене водитель прависемпе тивĕçтерекенсене малалла та тĕрĕслесех тăмалли çинчен, айăплисене тупса палăртсан, вăхăтĕнче явап тыттарма сĕнсе хăварнă. Кунта пĕтĕмпех çын пурнăçĕпе çыхăннă япала пирки калаçу пырать, çавăнпа та никама та хĕрхенме кирлĕ мар - вĕренӳ учережденийĕсенче ку енĕпе çынсен пĕлӳ шайне çирĕп тĕрĕслеме кирлине хушса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Бюджет тытăмĕнчи финанс ыйтăвĕсем çинчен Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил  Ноздряков тĕплĕн паллаштарнă. Бюджет укçи –тенкипе пĕлсе усă курасси ыйту çинчен чарăнса тăнă. 2011-2015 çулсенче вăрмансене пушартан сыхлас енĕпе йышăннă тĕллевлĕ программа çинчен Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Иван Исаев паллаштарнă. Юлашки икĕ çул хушшинче вăрман фондне упрассипе курăмлă ĕçленĕ, малалла та çакăн пек лайăх ĕçлесе пымаллине палăртнă Михаил Игнатьев. Вăрман хуралĕнче ĕçлекенсен хăш-пĕр категорири çынсен шалу укçине ӳстерессипе çыхăннă ыйтăва та канашлура пăхса тухнă. Пĕтĕмлетнĕ тепĕр программа - инвалидсене, инвалид ачаллă тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшмашкăн йышăннăскер. Пĕлтĕр ăна пурнăçлама 5,5 млн тенкĕ ытларах уйăрнă. Çак укçан тĕп пайĕ федераци бюджетĕнчен килнĕ. Программăпа килĕшÿллĕн 70 инвалида, инвалид ачаллă 20 ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă 48 арçынпа хĕрарăма ĕçе вырнаçтарнă. Республикăн ĕçлев службин ертӳçи Сергей Димитриев çак ĕçе кăçал та малалла тăсассине палăртнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Алексей Табаков пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшас тĕллевпе йышăннă ятарлă програмăна çĕнĕлĕхсем кĕртесси пирки чарăнса тăнă. Михаил Игнатьев 2011-2012 çулсенче предпринимательсене бюждетран паракан субсидисемпе вĕсем туллин тĕллевлĕ усă курнин ыйтăвне тишкерме экономика министерствине тĕрĕслесе тăма хушса хăварнă. Çакăн пекех паянхи канашлура физика тата математика енĕпе уйрăммăн палăрнă ачасене хавхалантарма парса пулăшакан стипендие илес текенсен йĕркине хăш-пĕр улшăнусе кĕртсе хăварнă.



13 марта 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter