Элĕк районĕ: сывă пул, сивĕ хĕл

Элĕкри культурăпа кану центрĕ умĕнчи лапама хĕле ăсатма пуçтарăннă халăха сивĕ хăратаймарĕ. Хĕл çуркуннене çăмăллăнах парăнманнине кăтартасшăн пулчĕ ахăртнех.

Уяв мероприятийĕ вара хаваслă иртрĕ. Çамрăксем те, аслăрах çулсенчисем те чун-чĕререн савăнма тата канма пултарчĕç çак кун. Çуллă икерчĕпе вĕри чей, шашлăк, хаваслă юрă-кĕвĕ, тĕрлĕ вăйă-конкурс кăмăл-туйăма çĕклерĕç. Теприсем кÿлнĕ лашасем çине ларса катаччи чупрĕç.

Уява пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов саламларĕ, телей, ырлăхпа тăнăç пурнăç сунчĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Якимов элĕксем ака-суха ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласине шаннине пĕлтерчĕ, уяв ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем каларĕ. Район пуçлăхĕ – депутатсен Пухăвĕн председателĕ В.Дубинин хĕрсемпе хĕрарăмсене чун ăшшишĕн, тимлĕхшĕн, ĕçченлĕхшĕн тав турĕ.

Элĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем çуркуннене халалланă театрализациленĕ представлени кăтартрĕç. Хыççăн ялсенчи пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташшине пăхма пулчĕ. Концерт вăхăтĕнче тĕп лапамра вăйă-конкурссем иртрĕç. Çăмăл автомашинăна вĕренпе палăртнă вырăна кам хăвăртрах туртса çитерме пултарать; Паллах, ку конкурса вăйлисем хутшăнчĕç. Икĕ михĕ сахăра йăтса чупассишĕн те самаях тертленме тиврĕ. Кăçалхи хĕл ăсатăвĕн çĕнĕлĕхĕ вăл – ял тăрăхĕсем вырăнта чей вĕретсе хатĕрлени.

Уява пынисене тĕрлĕ курăкран янтăланă чейпе хăналама пултарчĕç ăстасем. Элĕк ял тăрăхĕн картишĕнчи çатма çинче вĕри икерчĕ пĕçерчĕç. Ку ял тăрăхĕ чей конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче вара волейболистсем тупăшрĕç. Хоккейлла та, шахмат вăййине те вылярĕç. Виçĕ капăрлатнă лаша уява илем кÿчĕç.

Начар ĕçсене, усал та киревсĕр йăласене пăрахăçласа катемпие çунтарса ячĕç. Юрă-ташă ăстисене, спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ паттăрсене парнесем парса чыс турĕç. Суту-илÿ предприятийĕсем тĕрлĕ тавар сĕнчĕç. Кăçалхи уявра ачасем «Юр ашанпа» ярăнма пултарчĕç.

Юрий Корнилов



13 марта 2013
16:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter