Нумай ачаллисене – сертификатсем

 

Район администрацийĕн актсен залĕнче нумай ачаллă çемьесене савăнăçлă лару-тăрура амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене панă. Кусем вĕсем – Чăваш Республикин сертификачĕсем.

Çак хаклă хутсене райадминистраци пуçлăхĕн аллинчен Александр Куликовран 6 çемье илме тивĕçнĕ. Акă Элĕк салинчи Мария Аполлоновăпа Маргарита Михайлова, Урмайри Алевтина Данилова, Шăланти Наталия Димитриева, Питĕшкассинчи Валентина Семенова, Çĕнкас Юнтапари Людмила Никонорова хальхи вăхăтра виçшер ача пăхса ÿстереççĕ. Амăш капиталĕн сертификачĕсене тивĕç пулнишĕн пурте вĕсем савăннă.

Иртнĕ çул район администрацине 58 çын заявленипе пынă, 48 сертификат панă. (Элĕк районĕ)



13 марта 2013
16:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter