Резерв фондĕнчен укçа уйăрнă

2013 çулхи март уйăхĕн 4-мĕшĕнче В.Путин Раççей Федерацийĕн Президенчĕн резерв фондĕнчен вĕренÿ учрежденийĕсене укçа-тенкĕ уйăрасси çинчен 74-рп " хушăва алă пуснă.

Çуртсене тĕпрен юсама, 4 учреждени валли сĕтел-пукан, оборудовани туянма пĕтĕмпе 41056,502 пин тенкĕ уйăраççĕ. Чи пысăк суммăна - 15 млн тенкĕ - Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин хевтесĕр ачасен «Шупашкарти ятарлă (коррекци) пуçламăш шкулĕ - 2-мĕш ача сачĕ» хысна вĕренÿ учрежденийĕн çуртне тĕпрен юсама яраççĕ.  (Вăрмар районĕ)



13 марта 2013
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter