Сĕнĕрвăрри районĕ: магазин çĕнĕ çурта куçрĕ

Çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтерме, савăнтарма пăрахмасть Октябрьски райповĕ. Иртнĕ ытларикун та вăл Октябрьски ял халăхне черетлĕ парне турĕ. Энĕш юханшывĕ уйăрса тăракан ялăн тепĕр енче (кунта социаллă пĕлтерĕшлĕ предприятисемпе организацисем те, пурăнакан халăхĕ те пур) Çĕнĕ магазин хута ячĕ. Вунсакăр хваттерлĕ çурт çумĕнче райпон магазинĕ кунти халăхшăн халиччен те ĕçленĕ-ха. Суту-илÿ залĕ тăвăртарах та хĕсĕкрех пулнă пулсан та тавар туянакансене кирлĕ пек тивĕçтерме тăрăшнă. Çапах та çакă халĕ – ĕнерхи пурнăç, мĕншĕн тесен паян çĕнĕ магазинти условисем темиçе хут хăтлăрах та тавар туянакансемшĕн меллĕрех. Çакна курах пулĕ магазин заведующийĕ С. Вотякова çĕнĕ объекта куçнипе хĕпĕртенĕрен малашне тата та тăрăшуллăрах ĕçлессе шантарчĕ.

Сутуçăсемшĕн кăна мар, ял халăхĕпе пыран-çÿрен хăнасемшĕн те çĕнĕ магазин уçăлни савăнăç ĕнтĕ. Суту-илÿ çурчĕ пысăк пулни тавар ассортиментне самай пуянлатма май панă. Ытларах – апат-çимĕç продукчĕсен ассортиментне. Лавккаран инçех мар больница вырнаçнине шута илсе промышленность таварĕсен кĕтесне те йĕркеленĕ. Ара, сиплев учрежденине вырттарас пулсан çынна, калăпăр, шăл тасатмалли хатĕрĕ те, ытти гигиена япалисем те кирлĕ пулĕç-çке. В‡сене туянма халĕ инçе утас çук – кирлине çывăхрах тупма пулать.

Çĕнĕ магазин çурчĕ райпо администрацийĕн тăрăшăвĕпе кĕске вăхăтра ÿссе ларчĕ темелле. Хăвăрт çĕкленекен конструкцисен технологийĕпе усă курса пĕрремĕш магазина кăна хута ямасть райпо. Модульлĕ технологисен майĕпе иртнĕ çул акă Хурăнъялĕнче тата ытти хăшпĕр пĕчĕк ялсенче кĕске хушăра çĕкленчĕç çакнашкал компакатлă та хăтлă магазинсем.

Райпон ырă ĕçĕсем яланах халăха кирлĕрен пурнăçланаççĕ. Çакна çĕнĕ объекта савăнăçлă лару-тăрура уçма килнĕ официаллă представительсем те палăртрĕç. Чăвашпотребсоюзăн обществăлла апатлану ĕçне йĕркелекен пай пуçлăхĕ О. Иванова, магазин строительствин подрядчикĕ В. Макаров, Сĕнĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ К. Федорова, 41 çул потребкоопераци системинче тăрăшнă Ю. Кудряшова паянхи райпо коллективне сахал мар тав сăмахĕ каларĕç. Çакна Р. Почемов ертсе пыракан Октябрьски райповĕ чăннипех тивĕçлĕ пулни куçкĕрет. Райпо районăн бюджет енчĕкне хулăнлатакан предприятисенчен пĕри. Ăнăçлă ĕçлесе пынăран вăл чылай çул ĕнтĕ район аталанăвĕн тыткăчи шутланать. Хăйĕн социаллă тивĕçне пахалăхлă пурнăçласа пырать.

 Райпо ĕçченĕсем район пурнăçĕнче активистсем пулнине те ĕнентерсех тăраççĕ. Тĕслĕхрен, нумаях пулмасть Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе районти Культура çуртĕнче иртнĕ конкурсра шăпах райпора тăрăшакан чиперккесем чи маттур пулнине те асăнмасăр хăвармарĕ район администрацийĕн представителĕ К. Федорова.

Октябрьскинчи çĕнĕ магазин Çăварни уявĕн эрнинче уçăлнăран хăнасем вĕри икерчĕпе сăйланма пултарчĕç. Çавăн пекех райпон «Марпосадский» çăкăр комбиначĕн, Чăвашпотребсоюз системине кĕрекен Етĕрнери аш-какай комбиначĕн продукцине те тутанса пăхса хакларĕç.

И. НИКИТИНА.      



13 марта 2013
16:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter