Йăнтăрчă ял поселенийĕ: пĕчĕк ал ĕç ăсти

Халăха спортпа туслашма явăçтарас, сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшне тата унăн уссине ăнлантарас енĕпе тăвакан ĕç пахалăхне тата та çÿллĕрех шая çĕклемелле. Поэтăн «Чунна кахалланма ан пар!» текен сăмахĕсем пирĕншĕн тĕп лозунг пулса тăмалла», - палăртнă Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура.

Çÿлерех палăртнă йĕркесене тĕпе хурса ĕçлет Йăнтăрчăри библиотекăра ĕçлекен Алина Владимирова. Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма, çирĕп кăмăллă пулма хăнăхтарать, тĕрлĕ кружок ĕçĕсене явăçтарать.

5 класра вĕренет Андрей Воробьёв. Малашлăха тулли ĕмĕтсемпе талпăнакан ача. Алина Егоровна Владимирова ĕç урокĕнче: «камăн бисерпа ĕçлеме вĕренме кăмăл пур», - тесе ыйтсан, чăн пĕрремĕш килĕшнĕ. Пысăк хавхаланупа пуçăннă арçын ача халиччен пĕлмен ĕçе. Уроксем хыççăн библиотекăри кружок занятийĕсене юлса кĕске вăхăтрах çак кăткăс ĕçе хăнăхса çитнĕ. Уявсенче çывăх тăванĕсене хăйĕн аллипе хатĕрленĕ япаласем парнелесе тĕлĕнтернĕ те, савăнтарнă та. «Андрей пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитерме тăрăшать. Питĕ çирĕп те чăтăмлă ача. Бисерпа ĕçлесси чăкăлтăш ĕç, вăл характера çирĕплетме пулăшать», - палăртать Алина Егоровна.



13 марта 2013
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter