Вăрлăх алаççĕ
Районти хуçалăхсенче вăрлăх хатĕрлес ĕç сарăлсах пырать. Çур аки валли пурĕ 21710 центнер кирлĕ пулсан, пĕтĕмĕшпех тĕрĕслев витĕр кăлартăмăр. Çав шутран 11150 центнер (51 процент) кондицие ларни палăрчĕ.
Лайăххине асăнма та кăмăллă. Хураварти С.Терентьев, Тавăтри С.Егоров, Эренарти А.Петров хресчен-фермерсем мĕн пур вăрлăха ака стандартне çитерчĕç.
«Витязь» обществăра та акмалли тырăсен пахалăхĕ лайăх. «Правда» обществăра мĕн пур вăрлăха аласа пĕтерчĕç, кондицилли – 90 процент. «Рабия» хуçалăхра паха вăрлăхшăн çине тăрсах ĕçлеççĕ, 2600 центнер тĕш тырăсен шăтаслăхĕ, нÿрĕлĕхĕ, тасалăхĕ те аван. «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче 1250 центнер вăрлăх хатĕрленĕ, иртнĕ кунсенче 500 центнерне аласа кондицие çитерчĕç. Çак кунсенче «Алмаз», «Колос» обществăсем те вăрлăх алассине йĕркелесе ячĕç.
Л.Андревва, РФ ял хуçалăх центрĕн Элĕкри уйрăмĕн специалисчĕ.