Вадим Ефимов: «Архив - аваллăх управçи, ас тăвăм çăл куçĕ»

Чăваш Ен Архив службине йĕркеленĕренпе кăçал 90 çул çитрĕ. Паллă çак кун умĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕпе Вадим Ефимовпа тĕл пултăмăр.

- Нумах пулмасть «Санăн шăпу - Чăваш Ен историйĕнче» акци вĕçленчĕ. Ăна йĕркелеме мĕн хистерĕ?

- Килти архив - историн пысăк пĕлтерĕшлĕ çăл куçĕ, вăл официаллă документсемпе пĕр танах иртнĕ вăхăт пирки нумай енлĕн каласа кăтартма пултарать. Чăваш Енри патшалăх архивĕсен фончĕсенче 2,1 миллиона яхăн единица упранать, вĕсенчен 20 пинне уйрăм çынсем панă. Шел те, хальхи вăхăтра паллă çынсенчен чылайăшĕ хăйсен архивĕсене патшалăх аллине куçарма ваcкамасть. Хăшĕ-пĕрин пултарулăхĕ вăй илсе кăна пырать, çавăнпах материалсем хăйсене кирлĕ пулĕ. Теприсем вара çак еткерлĕхпе усă курса тупăш илесшĕн: кирек кама, анчах пирĕн архивсене çеç мар, сутма хатĕр. Айăпĕ хамăрта та пур: çынсен чун-чĕрин уççине тупайман ахăртнех.

- Вадим Петрович, тен, архивсене докуменчĕсене панă çынсене ятран асăнни ыттисене ырă ĕç тума хавхалантарĕ?

- Раççей халăх артисчĕсем Николай тата Нина Григорьевсем, Владимир Галошев художник, Чăваш халăх писателĕн, Етĕрне хулин хисеплĕ гражданинĕн Георгий Красновăн еткерçисем килти архивсен пĕр пайне пама йышăннă. Юлашки çулсенче биологи наукисен докторĕн, Вырăс энтомологи обществин президиумĕн членĕн Михаил Козловăн, Олимп чемпионкин Валентина Егоровăн, Раççей Геройĕн Николай Бударин космонавт летчикĕн, Валентина тата Михаил Иванов журналистсен, Татьяна тата Иван Ведянин архитекторсен, патшалăх деятелĕн Крета Валицкаян, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă милици майорĕн, шалти служба полковникĕн Василий Дмитриевăн, истори наукисен докторĕн Юрий Смирновăн, ыттисен докуменчĕсем çитрĕç. Архившăн «пĕчĕк çын» хучĕсем те кăсăклă. Тыл ĕçченĕ-и, фронт ветеранĕ-и, професси ăсталăхне ăруран ăрăва куçарса пыракан-и - вĕсем пурте хăйне евĕр интереслĕ. Вăрçă хирĕнчен çырнă çырусен, революцичченхи хулан сăн ÿкерчĕкĕсен сумĕ те пĕчĕк мар. Вĕсен хакне, паллах, экспертиза палăртать. Архивистсем кашнинпе тимлĕ пулма тăрăшаççĕ.

- Архивсен ĕçне мĕнле хаклатăр?

- Чылайăшĕ архивсем пирки «хут пуххи» тесе калать. Шел те, пурте çак учрежденисем ас тăвăма упранине ăнланмаççĕ. Общество хăй тăрăшсан хивре шухăш-кăмăла улăштарма пулать паллах. Пĕлтĕр Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕ 400 çул тултарнине уявларăмăр. Ял историйĕпе çыхăннă архив докуменчĕсене парнелесен çынсен куçĕсем савăннипе еплерех çиçме пуçланине курасчĕ сирĕн!

- Çак служба кун-çулĕн пуçламăшĕ пирки пĕлес килет...

- 1918 çулта «РСФСРта архив ĕçне реорганизацилесси тата централизацилесси çинчен» декрета алă пуснă. Темиçе çултан еткерлĕхе куçнă йĕркесĕрлĕхпе ним тума аптăраса архивсене НКВДăна панă. Кунта çирĕплĕх хуçаланнă: кашни япалан - хăйĕн вырăнĕ. Кĕске вăхăтра документсене йĕркене кĕртнĕ, управлăха вырнаçтарнă. Пирĕн тăрăхра вара архив тытăмĕ питĕ йывăррăн çирĕпленнĕ. 1922-1923 çулсенче çеç йĕркеленсе çитнĕ. Пĕрремĕш управсем кивĕ çуртсенче вырнаçнă, фондсем арăш-пирĕш выртнă. Шупашкар хулинчи тĕн пĕрлĕхĕсем пуринчен малтан хăйсем патĕнче упранакан документсем пирки пĕлтернĕ. Патшалăх учрежденийĕсене çак ĕçе хистесе тутарма тивнĕ. Çавăнпах 20-мĕш çулсен варриччен архив ĕçĕ тĕп хула шайĕнчен иртеймен. НКВД аллинче пулнă тапхăр пирки те ырринех калаймăн: сахал йыш, кивĕ çуртсем... 1963 çул тĕлне çеç республикăра архивăн ятарлă çурчĕ хута кайнă. Лару-тăру юлашки çулсенче, телее, лайăххи енне улшăнма пуçларĕ.

Архив тытăмĕнче яланах чунне парса ĕçлекен çынсем тăрăшнă. Тăван ен тата халăх историйĕпе çыхăннă документсене çитĕнекен ăру валли упраса хăварас тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă. Акă Архив бюровĕн пуçлăхĕ А.П.Прокопьев тата И.Д.Дмитриев архивариус çине тăнипе Национальноçсен ĕçĕсен халăх комиссариачĕ çумĕнчи Чăваш уйрăмĕн фондне тупса упраса хăварма май килнĕ. Вăл Чăваш автономи облаçĕн ĕçтăвкомĕн халăх вĕрентĕвĕн пайĕнче купаланса выртнă. Хут çитмен вăхăтра ăна ача сачĕсене валеçме пуçланă.

1940 çулхи кăрлачăн пĕр кунĕнче П.Ф.Ермолаев Елчĕк районĕнчи Вырăскассинчен И.Д.Кузнецов историкĕн архивне лавсем çине тиесе тухнă. Архивистсен тăрăшулăхне пулах пирĕн республикăна Чĕмпĕр чăваш шкулĕн тата Иван Яковлевич Яковлевăн докуменчĕсем çитнĕ. Çакăн пек çынсем пуртан архив служби йывăрлăхсене пăхмасăр аталанать те. Шел, саккун улшăннипе юлашки вăхăтра документсен оригиналĕсене илме пултараймастпăр, анчах Чăваш Ен историйĕшĕн хаклă документсен копийĕсемпе архивсене пуянлатма тăрăшатпăр.

- Пĕлтĕрхи çул çĕр-шывра Раççей историйĕн çулталăкĕ пек иртрĕ. Архив службишĕн мĕнпе паллă пулчĕ вăл?

- Юбилей çулталăкне халалланă сахал мар мероприяти йĕркелерĕмĕр. Уйрăмах 1812 çулхи Тăван çĕр-шыв вăрçипе çыхăннă материалсемпе документсен пуххин презентацийĕ халăх асĕнче чылайччен юласси иккĕлентермест. ЧР Патшалăх истори архивĕн специалисчĕсем хатĕрленĕ том чуна пырса тивет. Вулакан ăна асăрхамасăр иртмерĕ, чылайччен сÿтсе яврĕ.

- Юлашки çулсенче архивистсем мĕнле çитĕнÿсемпе савăнтарчĕç?

- Чи малтанах чăваш архивисчĕсем Федерацин архив агентстви йĕркеленĕ Архивоведени, документоведени тата археографи енĕпе 2007-2008 çулсенче çырнă ăслăлăх ĕçĕсен конкурсĕнче пысăк çитĕнÿпе палăрчĕç. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи архив учрежденийĕсен хушшинче пĕрремĕш премие - Патшалăх истори архивĕ хатĕрленĕ «Чăваш Ен - 1904-1905 çулсенчи вырăс-яппун вăрçи тапхăрĕнче» мультимедиа кăларăмĕ, иккĕмĕшне ЧР Патшалăх хальхи истори архивĕпе Патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн пĕрлехи «Мана вăрçă кирлĕ мар...» ĕçĕ тивĕçрĕç. Пирĕн архивсем чи малтисен шутĕнче «Чăваш Ен архивĕсем» портала тата хăйсен сайчĕсене хута ячĕç, ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăнăва йĕркелерĕç. Тĕслĕхрен, патшалăх тата муниципалитет архивĕсемпе РФ Пенси фончĕн управленийĕн уйрăмĕсем граждансен социоправо ыйтăвĕсене пĕрле татса пама электрон документ çаврăнăшĕн меслечĕсемпе усă кураççĕ.

Чи пысăк çитĕнÿ, паллах, коллектив пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени. Хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсемсĕр историе упраса хăварма йывăр. Ас тăвăмсăр вара халăх та çук.

- Уявпа саламласа чăваш архивисчĕсене мĕн сунатăр?

- Çĕнĕ çитĕнÿсем тума сывлăх сунатăп, кулленхи ĕç савăнăç кÿтĕр, çынсем ыр сунса каланă тав сăмахĕ ытларах илтĕнтĕр!

В.НИКОЛАЕВА калаçнă

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
13 марта 2013
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter