Çитменлĕхсене пĕтерме майсем çителĕклĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнче 2012 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ канашлăва хутшăнчĕ.

«Пирĕн пĕр тĕллев - пурнăç пахалăхĕпе демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, - терĕ Михаил Васильевич. - Кăçал та бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвне тапхăрăн-тапхăрăн 4 хутчен ÿстеретпĕр. 2013 çулта пĕлтĕрхинчен лайăхрах ĕçлемелле».

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Моисеев Сĕнтĕрвăррисем 2012 çулхи кăтартусем тăрăх республикăри чи лайăх 6 район йышне кĕнине палăртрĕ. Шалу 20,4% ÿснĕ, анчах вăл ял хуçалăхĕнче çав-çавах пĕчĕк. «Восток», «Аксаринское» ЯХПКсенче 5 пин тенке те çитмест. Ĕçсĕррисен шучĕ палăрмаллах чакнă, халĕ 104 çын çеç шутра тăрать.

2012 çулта хресчен-фермер, уйрăм çын хуçалăхĕсем пуçарулăх кăтартнăран сĕт туса илесси тата выльăх йышĕ сисĕнмеллех ÿснĕ. Ку енĕпе «СМАК-агро» ООО ырă тĕслĕх кăтартать.

Тыр-пул акса çитĕнтерекен лаптăк та хушăннă. Пĕлтĕр кашни гектартан вăтамран 20,4 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Малта пыракан хуçалăхсен кăтартăвĕ 30-тан та иртнĕ. Çав вăхăтрах «Восток», «Звезда» производство кооперативĕсен 10 центнера та çитмен.

Пĕчĕк коллективсем кал-кал аталанни савăнтарать. Пĕлтĕр 456 уйрăм çын хуçалăхĕ 80 ытла млн тенкĕлĕх кредит илнĕ, 2011 çултинчен 25% нумайрах.

Юрий Федорович хăйĕн отчетĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене çывăх вăхăтра пурнăçламалли тĕллевсене аса илтерчĕ: паха вăрлăх, минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли материал кирлĕ чухлĕ хатĕрлемелле, выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçармалла. Кашни ял тăрăхĕнчех инвестици проектне пĕрререн кая мар пурнăçламалла.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çурт-йĕр тăвас енĕпе те, ЖКХ тытăмĕнче те, пĕлÿ, культура çурчĕсене тĕпрен юсаса çĕнетес тĕлĕшпе те ÿсĕмсем пуррине асăнчĕ.

Чăваш Республикинчи ял-хулана ешĕллетес, хăтлăх кÿрес енĕпе пĕлтĕрхи смотр-конкурсра Сĕнтĕрвăрри хули пĕрремĕш, Вăрман Кушкă ялĕнчи Çирĕклĕ урам иккĕмĕш вырăн йышăннă. Иккĕшĕ те канашлура ЧР Министрсен Кабинечĕн Дипломне тивĕçрĕç. Урхас Кушкă ял тăрăхĕн пуçлăхне Сергей Григорьева Михаил Игнатьев - Тав хучĕ, Лада Гордеевăпа Светлана Яковлевăна амăшĕн капиталне илмелли патшалăх сертификатне пачĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче çак чыса 651 амăшĕ тивĕçнĕ. Николай Вахтеров, Эльвира Ергачева, Николай Курышев, Манефа Михайлова тата Светлана Ямукова «Ĕç ветеранĕ» удостоверениллĕ пулчĕç.

Отчета сÿтсе явма ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Инна Антонова, культура министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, XXVI Олимп вăййисен чемпионки Елена Николаева хутшăнчĕç.

Муниципалитет ĕçне хакланă май Михаил Васильевич район çыннисем чылай енĕпе çитĕнÿ тунине палăртрĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман лаптăксене инвесторсене явăçтарса кăçал йăлтах пусă çаврăнăшне кĕртмелли çинчен пусăмласах асăрхаттарчĕ.

- Çĕр - муниципалитет производствин тĕп пурлăхĕ, - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Унпа эсир çителĕксĕр усă куратăр. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ку ыйтăва татса памашкăн тахçанах вăхăт.

ЖКХ тытăмĕнче вăй хуракансене те парăм ÿссех пынăшăн ÿпкев сăмахĕ лекрĕ. «Е тухăçлă ĕçлĕр, е вырăна пушатăр, унсăрăн предприятие панкрута кăларатăр çеç», - терĕ.

Сĕнтĕрвăрри Атăл хĕрринче вырнаçнă. Çакă туризма ăнăçлă аталантарма май парать. Бизнеса çул хывасси çынсен тавçăрулăхĕпе хастарлăхĕнчен килет. Сĕнтĕрвăррисен çитменлĕхсене пĕтерме майсем çителĕклĕ.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
13 марта 2013
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter