Çĕнтерÿçĕсем паллă

Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Продукци туса хатĕрлекен организацисен хушшинче йĕркеленĕ экономика ăмăртăвĕн /2012 çулшăн/ кăтартăвĕсемпе ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков паллаштарнă. Унта пĕтĕмпе 52 предприяти хутшăннă. Михаил Игнатьев çакнашкал ăмăртусем питĕ усăллине палăртнă: тупăшу принципĕ ĕç тухăçлăхне тата производство ÿсĕмне пысăклатма хистет. Республика Пуçлăхĕ çĕнтерÿçĕсене халăх умĕнче чыслама, предприятисен коллективĕсене ăнăçлă ĕçленĕшĕн тав тума сĕннĕ.

Халăха ĕçе вырнаçма пулăшас енĕпе 2012 çулта мĕнле мероприятисем ирттерни тата 2013 çулта мĕн тума палăртни пирки Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев каласа кăтартнă. Вăл 2012 çулта экономика кăтартăвĕсем лайăхланни тата çынсене ĕçпе тивĕçтермелли программăсен мероприятийĕсене ăнăçлă пурнăçлани ĕç рынокне ырă витĕм кÿнине пĕлтернĕ. 2013 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăра 5 пине яхăн çын шутра тăрать. Çав вăхăтрах республикăри предприятисемпе организацисенче 15 пине яхăн ваканси пур. Ĕç паракансем сĕнекен шалу виçи вăтамран 12 пин тенкĕпе танлашать.

Михаил Игнатьев пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсем тăрăх ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тишкерме, республикăри миçе çын ытти региона ĕçлеме кайнине палăртма, ĕçсĕр тесе регистрациленнисем квалификацие улăштарма тата пур вакансисене йышăнма васкаманнин сăлтавĕсене тĕпчеме хушнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăна ĕç паракансем патшалăх субсидине - ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе тата сыхласа хăварассипе çыхăннă мероприятисем валли - илес тĕллевпе тăратакан документсене тĕплĕнрех тĕрĕслеме сĕннĕ.

Çĕнĕ Шупашкар хула администраци пуçлăхĕ Александр Сироткин «САВВА» компанисен ушкăнне кĕнĕ предприятисенчен пĕри панкрута тухассипе çыхăннă ĕç-пуç ака уйăхĕ тĕлнелле вĕçленессине каланă, унта паянхи кун тĕлне шалу енĕпе парăма татман-ха.

 Л.ПАВЛОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
13 марта 2013
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter