Шупашкарта - çветтуй япаласем

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкара православи тĕнне ĕненекенсем хисеплекен хаклă япаласене - çветтуй Лукан /Войно-Яснецкин/ çĕрмен ÿчĕн пайĕсемпе турăшне, туррăн чĕрĕлĕх паракан ырă хĕресĕн пĕр пайне, Аслă кнеç арăмĕн, тĕрлĕ асап тÿснĕ преподобнăйăн Елизаветăн тата Варвара инокиньăн çĕрмен ÿчĕсен пайне илсе килнĕ. Вĕсене Шупашкарти Пукравпа Татиана соборне вырнаçтарнă.

Медицина профессорĕ, архиепископ, медицина тата тĕн кĕнекисен авторĕ çветтуй Лука - çирĕммĕш ĕмĕрĕн тĕлĕнмелле çыннисенчен пĕри. Совет тапхăрĕнче вăл хирург тата ученăй пулнипе пĕрлех пачăшкăра тăрăшнă, православи чиркĕвĕн епископне çитнĕ. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне турра халалланă, тĕрмесемпе лагерьсенче, ссылкăсенче нумай-нумай çул ирттерме тивнĕ пулин те тĕнрен пăрăнман. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çар госпиталĕн тĕп хирургĕнче ĕçленĕ. «Пÿр хирургийĕн очеркĕсем» кĕнекешĕн I степень Сталин премине тивĕçнĕ. 2000 çулта ăна çветтуйсен йышне кĕртнĕ. Унăн çĕрмен ÿтне Симферопольти çветтуй Троица кафедра соборне вырнаçтарнă, тĕне ĕненекенсем ăна пуç тайма çÿреççĕ.

Аслă кнеç арăмĕ, тĕрлĕ асап тÿснĕ преподобнăй Елизавета 1864 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче протестант çемйинче - Гессен-Дармштадт княжествин аслă герцогĕн IV Людвигăн тата Алиса принцессăн /Англи королевин Викторийăн хĕрĕн/ кил-йышĕнче - çуралнă. 1884 çулта вăл Сергей Александрович Аслă кнеçпе, Раççей императорĕн III Александрăн шăллĕпе, пĕрлешнĕ. Мăшăрĕ вилсен Елизавета Федоровна пурнăçне турра халаллама тата çынсене пулăшса ирттерме палăртнă. Марфо-Мариинск мăнастирне никĕсленĕ, унтах пысăк икĕ чиркÿ, больница /каярахпа вăл Мускавра чи лайăххи шутланнă/, аптека /унта чухăнсене эмел тÿлевсĕрех панă/, ача çурчĕ тата шкул туса лартнă. Мăнастир тулашĕнче туберкулезпа чирлĕ хĕрарăмсем валли больница-çурт хăпартса хута янă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Аслă кнеç арăмĕ фронта пулăшнă: санитари пуйăсĕсем, эмел тата хатĕр-хĕтĕр склачĕсем йĕркеленĕ, фронта поход чиркĕвĕсем ăсатнă. 1918 çулта ăна большевиксем асаплантарса вĕлернĕ. 1992 çулта çветтуйсен йышне кĕртнĕ.

Чĕрĕлĕх паракан ырă хĕрес çинче Иисус Христоса пăталаса вĕлернĕ. Вăл - Христос тĕнне ĕненекенсен тĕп реликвийĕсенчен пĕри.

Епархи управленийĕн секретарĕ, собор настоятелĕ Николай Иванов протоиерей каланă тăрăх - çветтуй Лукан /Войно-Яснецкин/ çĕрмен ÿчĕн пайĕсемпе турăшĕ Шупашкарта пуш уйăхĕн 17-мĕшĕччен пулĕç. Çветтуй ытти япаласем Пукравпа Татиана соборĕнчех юлĕç.

 И.БЕЛОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
13 марта 2013
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter