Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Правительстви ирттернĕ ларăва хутшăннă

Паян, пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Правительстви ирттернĕ ларăва хутшăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйту физкультурăпа спорта аталантарасси пулнă. Тĕп ыйтупа Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко калаçнă. Хăйĕн сăмахĕнче министр çитес çичĕ çул хушшинче спортпа туслисен йышне икĕ хут ӳтерме лартнă теллев çинчен палăртса хăварнă. Ăна валли спорт инфратытăмне аталантарса спорт клубĕсене, тивĕçлĕ тренерсен йышне ӳстерсесси пирки чарăнса тăнă. Виталий Мутко министр сусăрланнă çынсем валли кирлĕ пек условисем туса памаллине те палăртса хăварнă. Чăваш Енри физкультурăпа спорт аталанăвĕпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕплĕн паллаштарнă. Палăртма кăмăллă, юлашки çичĕ çул хушшинче республикăра 50 яхăн спорт объекчĕ хута яма май килнĕ. Бассейнсене çĕнĕрен хăпартса хута яни куллен ишме çӳрекенсен йышне икĕ хут ӳстерме май панине палăртнă. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енри пурăнакансен 30,5 процентне кулленхи спорта явăçтарма май килнĕ. Михаил Игнатьев наци сывлăхне упрама спортпа туслă пулни пулăшнине асăнса хăварнă. Чăваш Енре спорт енĕпе программа вăя кĕнĕренпе чĕрепе аптракансен, вăхăтлăх ĕçе вырнаçакансен йышне те самай чакарма май панине палăртнă. Паянхи ларура федераци саккунĕсен проекчĕсене пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă, вĕсен йышĕнче: хăй тĕллĕн ĕçлекен предпринимательсене тата çавăн пекех хăй халлĕн ĕçлекен организацисене регистрацилес ыйтусем те пулнă.



14 марта 2013
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter