Элĕк районĕ: Йăлкăш шкулĕнче пуçламăш классенче вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртрĕ.

Йăлкăш шкулĕнче пуçламăш классенче вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртрĕ.

Ăна Ф.Н.Тихонова ертсе пырать. Г.В.Степанова вырăс чĕлхипе 3-мĕш класра уçă урок пачĕ. Унăн вĕренекенĕсем А.С.Пушкин юмахĕсем тăрăх хатĕрленĕ сценка лартса пачĕç.

А.И.Самохвалова пĕрремĕш класра чăваш чĕлхипе урок кăтартрĕ. Çавăн пекех «Эпĕ Раççей гражданинĕ» класс тулашĕнчи калаçу ирттерчĕ. А.Е.Иванова, Н.И.Силина та ĕçтешĕсене хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç.

Йăлкăш вĕрентекенĕсем уроксенче çĕнĕ технологипе усă курчĕç. Компьютерпа пĕлсе ĕçленине кăтартрĕç.



14 марта 2013
18:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter