Ăçта пушă çĕр выртать?

Чăваш наци музейĕнче ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта район-хула администрацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.  Светлана Енилина министр пушă выртакан çĕр лаптăкĕсем /вĕсенче çурт, ытти объект çĕклемеççĕ/ çинчен пĕрлехи информаци ресурсĕсем тăвасси мĕнлерех пыни çинчен каларĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн пĕлтĕрхи "Чăваш Республикинче пурăнмалли çурт строительствине вăйлатмалли хушма мерăсем çинчен" указне пурнăçласа 2012 çулхи раштав уйăхĕнче пĕрлехи информаци ресурсĕсем хатĕрлемелли йĕрке çирĕплетнĕ. Инвесторсем республика, муниципалитет тата патшалăх харпăрлăхĕнчи уйăрса кăларса чикĕлемен çĕр лаптăкĕсем çинчен мĕн кирлине пурне те пĕлĕç.

Министрсен Кабинечĕ министерствăсене патшалăх харпăрлăхĕнчи çĕре çуллен çĕнĕрен шута илме хушнă. Ăна икĕ енлĕ килĕшÿпе патшалăх учрежденийĕсене, хысна тата унитари предприятийĕсене шанса панă. Министерствăсем унпа еплерех усă курнине Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствине пĕлтерсе тăма тивĕçлĕ. Ĕçлĕ çынсем çак информацие тишкерсе хăш вырăнта çурт тума, предприятисем уçма, тĕрлĕ производство йĕркелеме лаптăк уйăрассине уçăмлатĕç. Министерство вĕсене пулăшу кÿме пушă выртакан çĕрĕн информаци ресурсĕсен ятарлă баннерне лартнă. Унта 47 лаптăк /40-шĕ муниципалитет, 7-шĕ республика харпăрлăхĕнчи/ çинчен çырса кăтартнипе паллашма пулать. Çав шутран 31-шне перекетлĕ хваттер ыйтакан çемьесем валли пурăнмалли çурт хăпартма, 9-шне инвестици проектне пурнăçа кĕртме уйăрĕç.

Министр нумай ачаллă çемьесене республика Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн тÿлевсĕрех çĕр лаптăкĕ парас ĕç мĕнлерех пыни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, хăш-пĕр районта начар пырать. Асăннă хуласенчи нумай ачаллă çемьесем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем илме сĕннĕ вырăнта çурт е дача лартма кăмăл туман. Етĕрне район администрацийĕ пушă выртакан лаптăксене шута илме пуçланă çеç-ха. Министр демографие лайăхлатакан çемьесене пурне те ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче тÿлевсĕрех çĕр илекенсен черетне тăратма ыйтрĕ.

Министр çумĕ Наталья Тимофеева вырăнти влаç хула-район муниципалитечĕсен харпăрлăхĕнчи пурлăхран тата çĕртен, патшалăх харпăрлăхĕнчи уйăрса кăларса чикĕлемен лаптăксенчен тытакан аренда тÿлевĕн парăмĕпе татăлас енĕпе еплерех ĕçленипе паллаштарчĕ. Администрацисем пĕлтернĕ тăрăх - муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕршĕн 8,7 млн тенкĕ пухăннă, 2012 çул пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 10% пĕчĕкленнĕ. Патшалăх харпăрлăхĕнчи уйăрса кăларса чикĕлемен лаптăксенчен те парăм çавăн чухлех, çулталăк каяллахинчен 8% ытла сахалланнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ăна пĕтерттерессишĕн тăрăшни палăрать. Пĕлтĕр муниципалитет харпăрлăхне, çĕре тара илнисене 4,4 млн тенкĕ парăмпа татăлма ыйтса 221 çыру çырнă. Парăмçăсем хăйсен ирĕкĕпе хыснана çуррине куçарнă. Вырăнти влаç юлнине шыраса илмешкĕн ЧР Арбитраж судне 11 тавăç тăратнă.

Вăл муниципалитет харпăрлăхне ĕçлĕ çынсене, юридици сăпачĕсене пасар хакĕпе тара парассишĕн çине тăрать. Хăйĕн харпăрлăхĕнчи мĕн пур лаптăкăн 63,5% пасар хакĕпе тара панă. Çак кăтарту çулталăк каяллахинчен 1,8 хут лайăхрах. Чăн та, пуш уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне пурлăхшăн тытакан тÿлев парăмĕ кăрлачринчен кăштах ÿснĕ.

Республикăра пай çĕрĕсем 541,1 пин гектар йышăнаççĕ. Пĕрлехи харпăрлăхри çĕртен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăксем уйăрса кăларса йĕркеленĕ пайсен 47% тĕлĕшпе харпăрлăх правине илнĕ. Вĕсене патшалăх органĕнче шута илессипе Пăрачкав /71%/, Шăмăршă /68%/, Елчĕк /66%/ районĕсенче лайăх ĕçлеççĕ. Хĕрлĕ Чутай /24%/, Сĕнтĕрвăрри тата Çĕрпÿ /28-шар/, Элĕк /29%/ районĕсенче ыттисенчен юлса пыраççĕ. Пĕрлехи харпăрлăхри çĕртен уйăрттарса кăларман 104496 пая хуçисем ыйтманнисен шутне кĕртнĕ. Пăрачкав, Канаш, Шăмăршă, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк, Улатăр районĕсенче вĕсене суд урлă муниципалитет харпăрлăхне парассишĕн çаврăнăçуллăрах тăрăшаççĕ. Вăрмарсем çĕр ыйтманнисен йышне çирĕплетме, харпăрлăха илмен пайсене суд урлă ял тăрăхĕсене пама васкамаççĕ. Хальлĕхе тÿресем хăйсен йышăнăвĕпе ыйтман 7427 пая /çавнашкал çĕрĕн 8,4%/ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен харпăрлăхне куçарнă.

  Юрий МИХАЙЛОВ



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
14 марта 2013
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter