Тăвай районĕ: вăхăтлăха çÿреме чараççĕ

Шыв-шур, çанталăк шăнса-ирĕлсе тăнă тапхăрта автомобиль çулĕсемпе çул-йĕр сооруженийĕсен упранаслăхне тивĕçтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăвай районĕнчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ, пурте усă куракан автомобиль çулĕсем çинче те 2013 çулхи апрелĕн 1–30-мĕшĕсенчи тапхăрта пĕрреллĕ тĕнĕл çине 5 тс (50 кН), икĕ тĕнĕллĕ тележкăн кашни тĕнĕлĕ çине 4 тс (40 кН), виçĕ тĕнĕллин кашни тĕнĕлĕ çине 4 тс (40 кН) нагрузка тивекен транспорт хатĕрĕсене вăхăтлăха çÿреме чараççĕ.
Администрацин строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕ 2013 çулта Тăвай районĕнчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автомобиль çулĕсене пăхса тăракан “СтройТЕК” ООО çул-йĕрпе эксплуатаци организацийĕпе пĕрле асăннă çулсем çине транспорт хатĕрĕсен куçăм хăвăртлăхне йĕркелекен тата кашни тĕнĕл çине маларах асăннă нагрузка тивекен транспорт хатĕрĕсене вăхăтлăха çÿреме чаракан тивĕçлĕ знаксем вырнаçтарĕç.
РФ ШĔМĕн “Урмарский” муниципаллă пайĕн ГИБДД уйрăмĕ куçăма вăхăтлăха чарнă тапхăрта районти вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан çулсем çинче куçăм йĕркине мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе тăрĕ.


15 марта 2013
15:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter