Тăвай районĕ: "Сывă пурнăç йĕрки инкекрен сыхлать"

"Сывă пурнăç йĕрки инкекрен сыхлать"- çак темăпа Кушкă шкулĕн 11 класĕнче паян класс сехечĕ иртрĕ. Çын пурнăçĕ вăл мĕнле йĕркепе пурăннинчен нумай килет. Эрех -сăрапа иртĕнни, пирус туртни, наркотиксемпе туслашни мĕн патне илсе çитерни пирки ачасемпе тĕрлĕ калаçусем, класс сехечĕсем, конкурссем чылай иртеççĕ. Хальхинче вара СПИД çинчен калаçрĕç Портнова А.И. класс ертуçипе ачасем.Ачасем çак ыйту пирки хăйсен шухăшĕсене каларĕç, тавлашрĕç те.

СПИД чирĕ питĕ пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пыни, хальлĕхе чиртен сывалмалли мелсем çукки пĕтĕм тĕнче умне хăрушлăх кăларса тăратать. Сыхă пулар, киревсĕр япаларан аякка пăрăнар. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнсан инкекĕ те айккине тарĕ.



15 марта 2013
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter