Мус­кавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Правительствин Председателĕпе Дмитрий Медведевпа тĕл пулнă

Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Мус­кавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Правительствин Председателĕпе Дмитрий Медведевпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн хальхи ыйтăвĕсене, 2012 çул кăтартăвĕсене, Чăваш Ен территорийĕнче инфратытăм проекчĕсене пурнăçа кĕртессине сÿтсе явнă.

Уйрăммăн илсен - Дмитрий Медведев федерацин отрасль министрĕсене Шупашкарти хула тĕп больницин çуртне юсаса çĕнетмешкĕн, çавăн пекех Чăваш Республикинчи шыв парса тăракан тата юхтарса кăларакан об<ектсен строительстви /реконструкцийĕ/ валли федерацин "Таса шыв" тĕллевлĕ программи шутĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма май пуррине пăхса тухмашкăн хушнă.



15 марта 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter