Патăрьел районĕ: "Çын чун-чĕрипе илемлĕ те пуян пултăр"

"Çын чунĕпе те чĕрипе илемлĕ те пуян пултăр,— çак шухăша пуссах каларĕ пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче Алексей Кокель ÿнерçе халалласа ирттернĕ конференцире пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр Л. П. Кураков академик. — Унсăрăн эпир пурнăçа, çĕршыв экономикине малалла тĕрĕс аталантараймастпăр. Паянхи шкул ачисем— çĕршыв малашлăхĕ, вĕсем мĕнле çын пулса ÿснинчен нумай килет."

        9-11 классенче вĕренекен хĕрсемпе каччăсем çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕнче шайĕнчи конференцие хутшăнма тÿр килнĕшĕн чунтанах савăнчĕç, тăван чĕлхепе литература урокĕсенче те калаçрĕç, сÿтсе яврĕç.

       Патăрьел çĕрĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă, талантлă та ăста çынсем нумаййине ачасем пĕлеççĕ-ха, çак аслă уява хутшăнса вара шкул ачисен пĕлÿлĕх çÿпçи тата пуянланчĕ. Украина çĕрĕнчен Сăкăта çити килнĕ Н.Ю.Беличко профессор пирĕн ентеш А. Кокель ÿнерçе , унăн чаплă ĕçĕсене  пысăка хурса хаклани ачасене тĕлĕнтерчĕ, савăнтарчĕ. Тĕнче шайне çĕкленнĕ Л.П. Кураков ăсчах Сăкăт шкулĕнче пулса курни те яланлăхах асра тăрса юлĕ.



15 марта 2013
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter