Çавра сĕтел хушшинчи калаçу

Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тата унăн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин чĕннипе район администрацийĕнчи çавра сĕтел хушшинчи калаçăва чылай çул партипе совет органĕсенче ĕçленĕ Тăвай районĕн хисеплĕ гражданинĕ Михаил Яковлевич Яковлев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ, Тăвай районĕн Хисеп кĕнекине кĕме тивĕçнĕ Алексей Никифорович Ефимов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Мария Гавриловна Герасимова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Владимир Николаевич Николаев, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ, чылай вăхăт райадминистрацин экономика управленийĕн начальникĕнче ĕçленĕ Римма Антоновна Гурина хутшăннă.
Ирĕклĕ калаçу пынă çавра сĕтел хушшинче. Асăннă ĕç ветеранĕсем районти ĕçе-хĕле пĕлсе тăраççĕ, харпăр хăй пурăнакан вырăнсенчи ял хуçалăх кооперативĕсенче тăтăшах пулаççĕ, “Ял ĕçченĕ” хаçата вуласах тăраççĕ.
А.Ефимов хăй те район хаçачĕн чи активлă обществăлла корреспонденчĕсенчен пĕри пулса тăрать, çĕр ĕçĕпе ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерес пирки нумай çул хушшинче пухăннă опыта, сăнавсене пĕтĕмлетсе кăсăклă статьясем çырать. Унăн çут çанталăк пирки çырнă материалĕсем те пуриншĕн те интереслĕ.
В.Николаев нумай çул хушши Ленин ячĕллĕ хуçалăха ертсе пынă, халĕ унăн ĕçне ывăлĕ – Виктор Владимирович малалла тăсать. Владимир Николаевич хăй те алă усса лармасть, çава аврисем, ытти хатĕрсем ăсталать, кил хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрать.
М.Герасимова – хастар общественница. Вăл пуçарнипе Тăвайри культурăпа кану центрĕ çумĕнче ветерансен хорне йĕркеленĕ. Çынсене ветеринари енĕпе те пулăшу парать.
Р.Гурина ветерансен районти канашне ăнăçлă ертсе пырать. Ветерансемпе тăтăшах тĕрлĕ хуласене тухса çÿреççĕ.
М.Яковлев – опытлă ертÿçĕ. Çамрăк чухне металлурги промышленноçĕнче, кайран колхоз инженерĕнче, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕнче, парти райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче, РАПО председателĕнче ĕçленĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке 2013 çулта Тăвайра Республика кунне ирттерессипе çыхăннă малашлăх плансем çинчен каласа панă. Ĕç ветеранĕсем те çак яваплă ĕçрен айккинче тăмасса шаннине пĕлтернĕ.
Администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Чайкин ял хуçалăх кооперативĕсенче пулса иртекен отчетлă пухусенче курни-илтнисемпе, вĕсенчи шухăш-кăмăлсемпе паллаштарнă.
Ĕç ветеранĕсем хуçалăхсенче хăйсем епле ĕçленине аса илнĕ, районăн экономикăпа социаллă пурнăçне аталантарассипе чылай усăллă сĕнÿ панă. Тĕл пулу пĕтĕмлетĕвĕ вара çакăн пек: хамăрăнах май килнĕ таран вăй хумалла, такам пулăшасса шанса лармалла мар. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем хушшинче çак кăмăл-туйăма сармалла. Ветерансем ырă пуçарусене пурнăçа кĕртме яланах пулăшĕç.
В.АЛЕКСЕЕВ.


15 марта 2013
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter