Программăсем ăнăçлă пурнăçланнă

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем йышлă маррине кура уйрăм темăсемпе тĕплĕнрех калаçма та май пулчĕ. Ларăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Чи малтанах 2013-2020 çулсенче çул çÿрев хăрушсăрлăхне çирĕплетмелли тĕллевлĕ программăна тишкерчĕç. Унпа паллаштарнă май вице-премьер - транспорт министрĕ Михаил Янковский çулсем çинчи аварисен шучĕ ÿссе пынине пăшăрханса палăртрĕ. Пĕлтĕр республикăра 2061 авари пулнă, вĕсенче 265 çын пурнăçĕ татăлнă. Инкексен çурринчен ытларах пайĕ ял-хула территорийĕнче пулать.

Тĕллевлĕ программăра çынсем вилессине, транспортпа çыхăннă хăрушлăха чакарма палăртнă. Паллах, ăна пурнăçлама пысăк укçа кирлĕ. Пĕтĕмпе - 1,5 млрд тенкĕ ытла. Çав шутра 900 млн ытла тенки - республика бюджетĕнчен, 600 млн ытларах - вырăнсенчи бюджетсенчен. Федераци укçи те пулмалла, анчах Мускав тивĕçлĕ программăна йышăнман-ха - ăна хатĕрлеççĕ кăна. Çапах Михаил Вячеславович çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетессипе çыхăннă мероприятисене пурнăçлас тĕлĕшпе федераци укçине шаннине пытармарĕ.

Инкексен пысăкрах пайне водительсем çул-йĕр правилисене уяманни сăлтавлать. Çавна май Михаил Игнатьев вĕсен çул çÿрев культурине çĕклемеллине пайăррăн палăртрĕ, çийĕнчен водительсене хатĕрлекен шкулсенчи вĕрентÿ шайне тĕрĕслемелли пирки каларĕ.

11-12-мĕш çулсенче бюджет тăкакĕсен тухăçлăхне пысăклатма йышăннă программăна мĕнле пурнăçлани çинчен вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков каласа пачĕ. Асăннă программăна экономикăри кризис вĕçленнĕ тапхăрта йышăннă, çавна май вăл аталанушăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Михаил Геннадьевич шухăшĕпе - программăра палăртнă ĕçсем ăнăçлă пурнăçланнă. Çакна пĕлтĕр тата виçĕм çул республика бюджетне тупăшсемпе туллин тивĕçтерни те куç кĕрет кăтартать. Тепĕр самант: 10-мĕш çулта Чăваш Ен «парăмсен тиевĕн йывăрăшĕпе» округра 2-мĕш вырăнта пулнă - тупăшсен пысăк пайĕ çав парăмсене татма кайнă. Халĕ ÿкерчĕк улшăннă: 12-мĕш çул пĕтĕмлетĕвĕпе республика хайхи кăтартупа 8-мĕш вырăна аннă. Пĕтĕмĕшле илсен бюджет тăкакĕсене тухăçлăрах тăвассине тÿрре кăларнă. Çавна май 18-мĕш çулччен усă курмалли тивĕçлĕ тепĕр программа хатĕрлеме пуçланă.

Республика Пуçлăхне «тĕп финансист» доклачĕ тивĕçтерчĕ пулас - хирĕçлени-асăрхаттарни пулмарĕ, кун йĕркинчи тепĕр ыйту çине куçрĕç. Вăл та тĕллевлĕ программăпа çыхăннăскер - «Вăрмансене пушартан сыхласси». Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев пĕлтернĕ тăрăх - программăра палăртнă мероприятисене пурнăçланă. «Вăрман пушар служби» бюджет учрежденине пушар техникипе туллин тивĕçтернĕ. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 63 млн тенкĕ уйăрнă. Мерăсем йышăннине кура 11-12-мĕш çулсенче республика территорийĕнчи вăрмансенче пĕтĕмпе те 2 пушар кăна пулнă. Çав тĕслĕхсенче те вут-çулăма сарăлма паман - часах сÿнтернĕ.

Тĕрме-колонирен ирĕке тухакансен социаллă адаптацийĕн программине мĕнле пурнăçлани çинчен юстици министрĕ Надежда Прокопьева каласа пачĕ. Асăннă ĕç пĕлтерĕшĕ пысăкки паллă. Çак программа ĕçленĕ тапхăрта, 10-12-мĕш çулсенче, йĕплĕ пралуклă карта леш енчен республикăра айăпланнă 11 пин çын ирĕке тухнă, çак йышăн пысăк пайĕ, 60% ытла, Чăваш Енре пурăнма юлнă. Çавна май ĕнерхи ристансене ирĕкри пурнăçа хăнăхма пулăшасси - патшалăх ĕçĕ те. Общество хăрушсăрлăхĕ çакăнтан та килет вĕт. Эппин, программăна пурнăçланипе кăна çырлахмалла мар, ку енĕпе малашне те çине тăрсах ĕçлемелле.

Пĕтĕмлетнĕ тепĕр программа - инвалидсене, инвалид ачаллă тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшмашкăн йышăннăскер. Пĕлтĕр ăна пурнăçлама 5,5 млн тенкĕ ытларах уйăрнă. Çак укçан тĕп пайĕ федераци бюджетĕнчен килнĕ. Программăпа килĕшÿллĕн 70 инвалида, инвалид ачаллă 20 ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă 48 арçынпа хĕрарăма ĕçе вырнаçтарнă. Республикăн ĕçлев службин ертÿçи Сергей Димитриев çак ĕçе кăçал та малалла тăсассине палăртрĕ.

Çийĕнчен 2013 çулта инвалидсем валли ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен калакан йышăну проектне ырларĕç. Унпа килĕшÿллĕн кăçал Чăваш Енри 280 организацире инвалидсене йышăнмашкăн ятарлă 323 ĕç вырăнĕ йĕркелеме пăхнă. 101-500 çын ĕçлекен организацисенче çавнашкал пĕр ĕç вырăнĕ пулмалла, 501 çынран кая мар ĕçлекен предприятисенче - 2 ĕç вырăнĕ.

Ларура çавăн пекех республикăн 2010-2020 çулсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли программине улшăнусем кĕртме йышăнчĕç. Экономика аталанăвĕн министерстви хатĕрленĕ çĕнĕлĕхсем çамрăксен инноваци пултарулăхне хăват памашкăн пулăшма тивĕç. Çавăн пекех промышленноç паркĕн инженери инфратытăмне аталантарма республика бюджетĕнчен уйăракан укçа виçи 53 млн тенкĕ таран пысăкланать, çакă федераци бюджетĕнчен те укçа илме май парĕ - 200 млн тенкĕ.

 Николай КОНОВАЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
15 марта 2013
10:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter