Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев суту-илӳпе халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫ сферисен тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енри суту-илӳпе халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫ сферисен тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп. Тӗрлӗ сферӑра вӑй хурса эсир пуриншӗн те пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тӑватӑр – ҫынсене лайӑх пахалӑхлӑ пулӑшупа тивӗҫтеретӗр тата пурнӑҫа хӑтлӑрах тума пулӑшатӑр. Ӗҫри пысӑк ӑсталӑхӑра пула тата эсир хӑвӑр тивӗҫӗре яваплӑха туйса пурнӑҫланӑран 2012 ҫулта вак суту-илӗвӗн пӗтӗмӗшле ҫаврӑнӑшӗ, маларахри ҫултипе танлаштарсан, 8,7 процент, тӳлевлӗ пулӑшу ӗҫӗсен калӑпӑшӗ вара 2,8 процент чухлӗ ӳснӗ. Суту-илӳри тата пулӑшу ӗҫӗсен рынокӗнчи кал-кал аталану туртӑмӗсем кӑҫал та аван шайра сыхланса юлаҫҫӗ. Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра та ырӑ улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ. Коммуналлӑ инфратытӑм ҫӗнелет, инженери системисем кӑлтӑксӑр ӗҫлени палӑрать, отрасльти ертсе пыракан тата шута илекен тытӑмсен ӗҫӗ лайӑхланать, ҫурт-йӗре тӗпрен юсамалли программа пурнӑҫланать. Чӑваш Республикин Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх интернет-порталне йӗркелени управляющи компанисен яваплӑхне ӳстерчӗ, коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен рынокне граждансемшӗн уҫӑрах тума май пачӗ. Чӑваш Енри суту-илӳпе халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫ сферисен тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӗллевсене малашне те ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа пырасси пирки иккӗленместӗп. Ҫӑмӑлах мар ӗҫӗршӗн пурсӑра та тав тӑватӑп. Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа ырӑ шанӑҫ тата телей сунатӑп!

    Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                     М.Игнатьев

                    



16 марта 2013
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter