Элĕк районĕ: ăсталăха кăтартнă

Элĕкри культурăпа кану центрĕнче «Мисс Дюймовочка-2013» конкурс иртнĕ. Унта 3-мĕш класра вĕренекен чи чипер хĕр ачасем хутшăннă. Пурте вĕсем культурăпа кану центрĕ йĕркеленĕ кружока çÿрекенсем. Хĕрачасем хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне тĕрлĕрен тематикăллă 5 тупăшура кăтартнă.

«Мисс Дюймовочка-2013»хисеплĕ ята çĕнсе илме пĕртте çăмăл пулман. Хĕр ачасем кашниех илемлĕ çипуçпа сцена çине тухнă.

Арина Евдокимова, Лена Петухова, Валерия Андреева, Аня Семенова, Настя Алексеева,Наташа Иванова, Арина Сорокина, Аня Суранова тĕрлĕ номинацисенче çĕнтернĕ.

«Мисс Дюймовочка-2013» кам тетĕр-и; Ку ята Серафима Захарова тивĕçнĕ.



18 марта 2013
11:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter