Хĕрлĕ Чутай районĕ: "Пирĕн пурнăç" хаçат редакцийĕ вулакана çăмăллăх кÿрес тесе саккăрмĕш хут ĕнтĕ 10 кунлăх акци ирттерет

"Пирĕн пурнăç" хаçат редакцийĕ вулакана çăмăллăх кÿрес тесе саккăрмĕш хут ĕнтĕ 10 кунлăх акци ирттерет.

Кам та кам мартăн 21-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 30-мĕшĕччен "Пирĕн пурнăç" хаçата 2013 çулхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăмашкăн çырăнать, вăл çав тапхăрти ултă уйăх хушшинче пĕр хутчен хаçат страницинче тÿлевсĕрех (150 тенкĕлĕх) салам, пĕлтерÿ, тав сăмахĕ тата хурланнине пичетлеме пултарать. Вĕсен хакĕсем пĕчĕк маррине шута илсен, район хаçатне çырăннин усси пуррине хăвăрах шутласа пăхăр. Хаçатлă та пулатăр, çывăх çыннăрсем пирки тÿлевсĕр пĕлтерме те пултаратăр.

Тÿлевсĕр пичетлес тесен редакцине маларах çырăнтару квитанцине илсе килмелле. Асăрхаттаратпăр: квитанци çинче штемпель палли пулмалла.

"Пирĕн пурнăç" хаçата çырăнăр, вулăр, пирĕн парнене йышăнсамăр.



18 марта 2013
11:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter