Финал вăййисенче çĕнтернĕ

 

Çĕнĕ Шупашкар хулинче Раççей проекчĕн республикăри этапĕн «Мини-футбрл – шкулсене» финалĕ вĕçленнĕ.

Турнира 24 команда пуçланă. Финала регионсенчи турнирсенче çĕнтернĕ чи лайăх тăватă шкул коллективĕсем çитнĕ. «Ылтăн» шăпине юлашки турта татса пама тивнĕ. Çĕнĕ шупашкарсемпе çĕрпÿсен зачетра 4-шар очко, элĕксен 3 очко, елчĕксен 1 очко пулнă. Юлашки вăйăра елчĕксем çĕрпÿсене парăнтарнă. Çавна май çĕнĕ шупашкарсемпе элĕксен тĕл пулăвĕнче чемпион шăпи татăлма пултарнă. Вăйăра элĕксем кил хуçисене 5:1 шутпа çĕнтернĕ, чемпион пулса тăнă.



18 марта 2013
13:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter