Канаш районĕ: хаваслă иртрĕ Çăварни уявĕ

Çăварни – халăх юратакан уявсенчен пĕри. Ĕлĕкрен килекен йăлапа çăварни эрнинче икерчĕ пĕçереççĕ, лашасем çине шăнкăрав çакса, çунисене илемлетсе катаччи чупаççĕ. Çăварни тĕрлĕ вăхăтра килет: кăçалхи çул пуш уйăхĕнче лекрĕ вăл.   Çанталăкĕ хĕллехи пулсан та çуркунне çывхарни сисĕнет. Иртнĕ канмалли кун Çĕнĕ Шелттем культура çурчĕ умне Шелттем ял поселенин халăхĕ çăварние ăсатма йышлă пухăнчĕ. Тĕпел илемĕ - вĕри чей тата çуллă икерчĕ пулчĕ.  Клуб тата библиотека ĕçченĕсем уява хаваслă ирттерме ятарласа программа хатĕрленĕ. Уява пухăннă халăха пĕртте тунсăхлă пулмарĕ. Ватти-вĕтти валли хаваслă конкурссем, шÿтлĕ вăйăсем, тупăшусем пулчĕç. Юрра - ташша ăстаçăсем юрласа-ташласа, такмак каласа тупăшрĕç.    «Тупсăмне пĕл»  тупмалли юмах-конкурсра тупсăмне тавçăрайманнисене Çăварни юрри юрлаттарчĕç. «Автансем» конкурс вара ай-хах халăха хавас кÿчĕ. Икĕ мăшăр, аллисене хыçалалла тытнăскерсем, пĕр-пĕрин çурăмĕ хыçĕнче çакса янă сăмаха вулассишĕн хытă тупăшрĕç. Кунта Семенов Владимир йăрăрах пулчĕ. «Хуняма кĕрĕвне икерчĕпе хăналать», «Çуна мыскари», «Куршук»  конкурссем  чи кулăшлисем пулчĕç тесен те юрать – Иванова Иринăпа Васильев Василий, Максимов Олегпа Седых Наташа, Крючков Николайпа Зайцев Александр чи маттуррисем пулчĕç.  «Шăхăракансем» конкурсра тупăшас текенсем нумайăн пулчĕç. Анчах та Леонтьева Зинаидăна çитекенни пулмарĕ. Кайăкла та шăхăрчĕ, чăваш такмакне те шăхăрса  юрласа  халăха савăнтарчĕ вăл.

Мардарьевсен, Крючковсен, Семеновсен  çемьисем, ятарлă ушкăнсем Çăварние пуçтарăннă халăха илемлĕ юрăсемпе, сăвă-такмаксемпе саламларĕç. Шăнкăрав çакнă лашасем,  илемлетнĕ çунасем уява хăйне май илем кÿчĕç. Сергеева Анна, Сергеев Данил,  купăсçă Сергеев Сергей Витальевич,  уяв халăхне чăваш халăх юррисемпе савăнтарчĕç.  Нумайя пычĕ савăнăçлă уяв. Çамрăксем кире пуканĕ йăтса, вĕрен туртса тупăшрĕç, вутă та касрĕç. Мала тухнисене пурне те парнесемпе чысларĕç.  Хĕл Мучи каиччен  уяв çыннисене саламларĕ, ташлаттарса хăварчĕ. «Çуркунне пики» вара пурне те хаваслă юрă парнелерĕ, ăшă кунсем сунчĕ. Юлашкинчен «Çăварни карчăккине» чĕртсе ячĕç, тавра юрласа-ташласа çаврăнчĕç: «Çăварнине ăсататпăр, хĕвел ăшшине кĕтетпĕр», терĕç. Хаваслă иртрĕ уяв.



18 марта 2013
14:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter