Кун йĕркинче актуаллă ыйтусем пулнă

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Çанталăк тăрук улшăннине пулса иртнĕ хăш-пĕр уйрăм ĕçсем çинчен Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем Алексей Ладыковпа Александр Сироткин тухса калаçнă. Икĕ хулинче те шыв-шура хирĕç кĕрешмелли мероприятисен плане туса хатĕрленĕ, шывсем пуçтарăнакан вырăнсене вăхăтра тасатса тăнине палăртса хăварнă. Çанталăк ăшăтнине кура, нумай хутлă çуртсен тăррисенчен юр шуса аннипе çынсем айăпланас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе асăрхануллă пулмаллине каланă. ЖКХ тытăмĕнче тимлекенсене хăйсен ĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлама тӳрремĕн чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. Кашни çынăн ку тĕлĕшпе тимлĕ: асăрхануллă пулмаллине те уйрăммăн палăртса хăварнă паянхи канашлура. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков Чăваш Енри бюджет тытăмĕнче ĕçлекен хăш-пĕр уйрăм категорири çынсен шалăвне ӳстересси пирки чарăнса тăнă. Паянхи куна республикăри пур районпа хулара та палăртнă ыйтупа кирлĕ йышăнусем тунă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Алексей Табаков «Хевел» ОООн ĕçĕсемпе паллаштарнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ Шупашкарта хĕвел модулĕсем туса кăларакан завода хута ярас ĕç вĕçленсе пыни çинчен пĕлтернĕ. Заводăн директорĕ Сергей Богинский пĕлтернĕ тăрăх, ĕçе кӳлĕниччен нанотехнологиллĕ проекта пурнăçа кĕртнĕ чух хăш-пĕр кăлтăксем сиксе тухнине палăртнă. "Завода хута ямаллин графикне çирĕплетнĕ, çавăнпа та ĕçе вăраха тăсмасар пурнăçламалла", - тесе палăртнă Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



18 марта 2013
13:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter