Çамрăк çемьесем йышлă

 

Чылай ялта паян пĕр евĕрлĕрех ÿкерчĕк: çамрăк çемьесем çук, ачасен хаваслă сасси илтĕнмест. Çурт-йĕр çавăракансен йышĕ те пĕчĕк.

Асаматсем ку енĕпе ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Пĕр вăхăтра пĕрлешнисем кăна ку ялта çичĕ мăшăр пурăнаççĕ. Николайпа Лина Филипповсем, Василийпа Светлана Андреевсем, Сергейпа Алина Ефимовсем, Аннăпа Михаил Ломоносовсем, Майяпа Алексей Сергеевсем, Николайпа Екатерина Никоноровсем, Димитрийпа Алена Ефимовсем тăван кĕтесре тĕпленме шутланă. Вĕсенчен чылайăшĕ ашшĕ-амăшĕн килĕсенчех юлнă. Çĕнĕ çынсем хуняшшĕ-хунямăшĕсемпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Кил-хуçалăха аталантараççĕ. Элĕке ĕçе çÿреççĕ.



18 марта 2013
13:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter