Чăваш Републикинче право йĕркин ыйтăвĕсене тивçтерессине пăхса тухнă

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хуласемпе районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркипе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен Координаци канашлăвĕн черетлĕ ларăвĕне пухнă. Ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕр преступлени тăвасси чакнине пĕлтернĕ. Вĕсене уçса парассин кăтартăвĕ те лайăхланнă - ку енĕпе Чăваш Ен Раççейре - 11, федерацин Атăлçи округĕнче вара 2-мĕш вырăнта.  «Пĕтĕмлетсе каласан эпир пĕлтĕр хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçларăмăр», - тенĕ Михаил Васильевич. Çапах çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Чăваш Ен Пуçлăхĕ каланă тăрăх - обществăри тăнăçлăха сыхласа хăварас тесен сыхăлăха çухатма юрамасть, пурин те пĕр-пĕринпе килĕштерсе тата тĕплĕн ĕçлемелле. ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов экономика преступленийĕсен шучĕ çав-çавах пысăк пулнине палăртнă. Коррупципе çыхăннисем те пур. Çакнашкал фактсем право йĕркине сыхлакан структурăсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче палăраççĕ. Саккуна пĕрре пăснă çынсем тĕрмерен ирĕке тухсан татах преступлени туни те шухăшлаттарать - пĕлтĕр ку кăтарту 2011 çултипе танлаштарсан 14% ӳснĕ. Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче видеофиксаци хатĕрĕсене вырнаçтарни йĕркелĕхе сыхлас ĕçре пулăшнине палăртнă. Чăваш Республикин прокурорĕ Владимир Метелин профилактика субъекчĕсен ĕçне вăйлатмаллине каланă. Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр ыйту - тăлăх ачасене тата граждансен ытти категорине пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермешкĕн уйăрнă укçа-тенкĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем мĕнле усă курни. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков каланă тăрăх - ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнисене хваттерпе е çуртпа тивĕçтермешкĕн 2012 çулта муниципалитет йĕркеленĕвĕсене 202 млн ытла тенкĕ уйăрса панă. 2012 çулта ку тĕлĕшпе уйăрнă укçа-тенкĕпе туллин те тĕллевлĕн 8 муниципалитетра усă курнă, вĕсен шутĕнче: Улатăр, Патăрьел, Канаш, Муркаш, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсем тата Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисем аван ĕçленĕ. Координаци канашлăвĕн ларăвне хутшăннисем тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси мĕнлерех пынине малашне те çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине палăртнă. Чăваш Республикин çурт-йĕр строительствин министрĕ Олег Марков 2012 çулта 132 тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтернине палăртнă. Паянхи канашлура кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, 2013 çулта Хусанта Пĕтĕм тĕнчери XXVII  çуллахи Универсиада вăхăтĕнче йĕркене тытса тăрассипе ĕçсене те кирлĕ пек пурнăçламаллине те палăртса хăварнă.

 Тĕплĕнрех

 



19 марта 2013
17:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter