Завода вăхăтра туса пĕтермелле

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Талăкри вăтам температура ÿснĕрен мĕнлерех лару-тăру йĕркеленни пирки Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен администраци пуçлăхĕсем Алексей Ладыков тата Александр Сироткин каласа кăтартнă. Икĕ хулара та ейÿ тапхăрне сиенсĕр ирттерсе ярас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсен тăрринчен юр-пăр хутăшĕ анма тытăннăран хулара пурăнакансем аманас хăрушлăх ÿснĕ. Михаил Игнатьев должноçри çынсен, уйрăмах ЖКХ тытăмĕнчисен, хăйсен тивĕçĕсене тĕплĕн пурнăçламаллине палăртнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков ЧР Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи бюджет сферин ĕçченĕсен уйрăм категорийĕсен шалу виçине ÿстересси çинчен» йышăнăвĕ пурнăçа мĕнле кĕрсе пынипе паллаштарнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енри районсемпе хуласен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пурте асăннă тытăм ĕçченĕсен уйрăм категорийĕсен шалу виçине ÿстерме йышăннă. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 600,1 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Пĕтĕмпе вара кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнчи Указне пурнăçа кĕртмешкĕн бюджет шутĕнчен 1920,6 млн тенкĕ тăкаклама планлаççĕ. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ĕçченсен асăннă категорийĕсене ĕç укçине кăрлач - пуш уйăхĕсен пĕрремĕш çурришĕн пысăклатнă виçепе кăçалхи пуш уйăхĕнчех парса татмалла.

Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков «Çÿхе пленкăллă хĕвел модулĕсен производствине йĕркелесси тата аталантарасси» /«Хĕвел» ООО/ проект пирки каласа кăтартнă. Вăл хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарта хĕвел модулĕсен производствин завочĕн строительстви вĕçленсе пынине пĕлтернĕ. Ăна «Хĕвел» ООО хăпартать. Çакнашкал завод Раççейре пĕрремĕш, ăна хăюллăнах пысăк технологиллĕ предприятисен шутне кĕртме пулать. Кăçалхи утă уйăхĕнче технологин тĕп линине хута яма планлаççĕ, чÿк уйăхĕнче вара продукци производстви пуçланасса шанаççĕ. «Хĕвел» ООО дирекцийĕн ертÿçи Сергей Богинский строительство тапхăрĕнче йывăрлăхсем, нанотехнологи ĕçĕсене проектлас опыт çуккипе çыхăннăскерсем, çуралнине пĕлтернĕ. Унсăр пуçне анăç технологийĕсене Раççей норма акчĕсене тĕпе хурса улăштармашкăн вăхăт нумай кирлĕ пулнă, хăш-пĕр ыйтăва паянхи кунччен те татса паман.

Республика Пуçлăхĕ завод строительствине палăртнă вăхăтрах вĕçлеме тăрăшмаллине аса илтернĕ.

 Л.ПАВЛОВА



19 марта 2013
11:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter