Вăрнар районĕ: Ярмушка ял тẳрẳхẻнче пурẳнакансем спортра та, юра-ташẳра та маттур

Ярмушка ял тăрăхĕнче пурăнкакансем спортра та, юрă-ташăра та маттур. Нарăс уйăхĕн 23- мĕшĕнче, Хĕрлĕ Çăлтăр Орден кавалерне, 1-мĕш степенлĕ Отечествăлла вăрçă участникне Артем Яковлевич Яковлева халаланнă «Йĕлтĕр йĕрĕ-2013» пулса иртнĕ ăмăрура та халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Курма килекенсем анчах мар, ăмăртăва хутшăнакансем те йышлă. Кӳршĕ ялсенчен, районсенчен, тĕп хуларан Шупашкартан та, Сахалин хулинче пурăнакан спортсмен та хутшăнчĕç çак ăмăтăва. Çак кун йĕлтĕр йĕрĕ çине кăмăл тăвакансем, çичĕ çултан пуçласа çитмĕл теçеткерен иртни те хаваспах тăчĕ. Çулран çулах ирттерекен ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ ӳссех пырать, кăçал вĕсем 139 тухрĕç старта. Илемлĕ хĕл кунĕ, питрен чĕпĕтекен хĕл сивви, анăçран вĕрекен вăркăш çил, пĕлĕт айĕнчен шуса тухакан сар хĕвел куракансенне те, йĕлтĕр йĕрĕ çине тухнисен кăмăлне те çĕклерĕ. Таврана сарăлнă тутлă икерчĕ шăрши, салтак кухнинче пĕçернĕ салтак пăттипе пылак шыв, пурне те хăйсен çывăхнелле туртрĕ. Çакăн пек мероприятисем йĕркелесе ирттерекенсене, ачасене пĕчĕкренех спорта явăçтарса, сывă пурнăç çулĕ çине тĕрĕс утăм тума пулăшакансене, ашшĕ-амăшĕсем, ял-халăхĕ тав сăмахĕсем калать. Çуркуннехи пĕрремĕш уява, хĕрарăмсен кунне те, хĕле кĕтсе илсе, ăсатса янине те чыслăн паллă тăваççĕ ку тăрăрхра. Пуш уйăхĕн 8 мĕшĕшче Ярмушка ялĕнчи культура çуртне йышлăн пуçтарăнчĕç. Аслăрах çулсенчи кинемейсем те пĕчĕк ачасене çавăртнă хĕрарăмсем те арçынсем те килнĕ пысăк уява. Хаваслă кĕвĕ, ăшă та çутă илемлĕ клуб пуçтарăннисен кăмăлне çĕклет. Сцена çине Кивçурт Мăрат ялĕнчи артистсем тухсан куракансене илемлĕ çипуçпа тыткăнларĕç. Тĕрĕ ăсти кам пулнипе кăсăкланчĕç. Авшак-Элмен ялĕнчи тăватă çулти хĕрача сцена çине тухса аслисемпе юрласа савăнма пĕлни тĕлĕнтерчĕ куракансене. Ярмушка культура çуртĕнчи «Шурăмпуç» халăх фольклор ушкăнĕ илемлĕ çипуçпа, юрă-ташăпа, шӳтлĕ сценарисемпе куракансен кăмăлне çĕклерĕ. Ярмушкари вăтам шкулта 11- мĕш класра вĕренекен Пуканкасси хĕрĕ Анастасия Максимова куракансене хăйĕн юррисемпе тыткăнларĕ. Иртнĕ кунсенче вăл 10-11-мĕш класра вĕренекенсен хушшинче, регионсен фестивалĕнче «Сольное пение» номинацире çĕнтерсе виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Ачаранах сцена çине тухни ӳсĕм тума пулăшать. Пуканкассинчи «Чашма» халăх фольклор ушкăнне çӳрекенсем те ташă-юрăпа куракансене савăнтарчĕç. «Утмăлтурат» ушкăна çӳрекенсем çăварни юррисемпе, хĕле ăсатни сценарипе куракансене тĕлĕнтерчĕç. Кушар-Юнтапа, Уйкас-Юнтапа ялĕсенчи клубсенче те юрă-ташăпа куракансене савăнтарчĕç. Илемлĕ хĕрсене, хĕрарăмсене, хаклă анне, асанне, кукамайсене саламласа ăшă сăмахсем каларĕç. Юрăсемпе, сăвăсемпе саламларĕç. Ял халăхне пуçтарса, çакăн пек илемлĕ концертпа савăнтарнăшăн, курма килнисем кăмăллăн юлчĕç. Артистсене тав сăмахĕсем каласа нумайччен тăвăллăн алă çупрĕç. Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче хĕле чыслăн ăсатма «Утмăлтурат» ушкăн Кушар-Юнтапа ялĕнчи культура çуртне çитрĕ. Çăварни юррисем, юрă-ташăпа хĕле ăсатни, тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе илемлетнĕ шăнкăрав сассиллĕ карусель, артистсен илемлĕ çи-пуçĕ концерт программине тата та пуянлатрĕ. 80 çулхи Молостова Июлия авалхи çăварни юррисене юрласа куракансен кăмăлне çĕклерĕ.

 



20 марта 2013
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter