Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк тăрăхĕнче пулнă

 

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк тăрăхĕнче пулнă. Чи малтанах Юнтапари вăтам шкула çитсе курнă. Михаил Васильевич ĕç урокне кĕрсе курнă. Хĕр ачасем тĕрĕ вăрттăнлăхне ăса хываççĕ, арçын ачасем йывăç çине çунтарса ӳкерчĕк ăсталаççĕ. Технологи класĕнче ачасем 5 класран пуçласа занятисене çӳреççĕ. Шкулти спортзалра 9-мĕш классем волейболла вылянă. Республика ертӳçи вĕсемпе те калаçнă. Ачасем шкулти спорт секцисене çӳренине тата район шайĕнчи ăмăртусенче тунă çитĕнӳсемпе паллаштарнă.  Шкул директорĕ Альберт Кондратьев шкулăн 25 гектар çĕр пуррине пĕлтернĕ. Туса илекен пахча çимĕçе тата нумай çул ӳсекен курăксене сутса тунă укçа-тенкĕпе ачасем валли спорт инвентарĕ тата формăсем туянаççĕ иккен. Юнтапа ял тăрăхĕнче çак кун тăлăх икĕ ачана пурăнмалли хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ.  Петр Николаевпа Эдуард Иванова хваттер уççисене савăнăçлă лару-тăрура панă май телей, тăнăç пурнăç суннă. Иртнĕ çул республикăра 262 тăлăха хваттер ыйтăвне татса пама пулăшнă. Район администрацийĕнче ирттернĕ Элĕксен иртнĕ çулхи ĕç-хĕле тата кăçалхи тĕллевсене тишкернĕ. Канашлăва  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Н.Ванеркинпа В.Мидуков хутшăннă. Малтан салтак арăмне Евгения Ивановăна хваттер илме сертификат парса саламланă. Иккĕмĕш ача çуратнă Надежда Мастероваяпа Екатерина Димитриевăна амăш капиталĕн сертификатне панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕпе туллин паллаштарнă. Михаил Васильевич район инвесторсене илĕртмелли майсене тăвассипе çителĕксĕр ĕçленине палăртнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче çулсерен выльăх йышне чакарнипе кăмăлсăр пулнă: «Енчен те хуçалăх ертӳçи коллектива çĕнĕлле ĕçлеттереймест пулсан унтан хăтăлмалла. Хуçалăха ура çинче çирĕпрех тăраканнисем çумне пĕрлештерме тăрăшмалла. Аграри секторĕнче татăклă улшăну тăвас тесен республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурса хутшăнмалла. Пурнăçпа тан утмалла. Мĕншĕн фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшма ирттернĕ конкурса районтан пĕр çын кăна хутшăннă? Патшалăх ял хуçалăх производствине ӳстерме паракан пулăшу мелĕсемпе те туллин усă курма тăрăшмалла. Элита вăрлăхпа, удобренисемпе, ăратлă выльăхпа ĕçлекенсене субсиди парса пулăшать. Районта вăтам тата пĕчĕк бизнеса аталантарасси те тивĕçлĕ шайра мар. Пуррисем те суту-илӳ енĕпе кăна ĕçлеççĕ. Республикăри министерствăсен представителĕсем те экономика аталанăвĕн шайне ӳстермелли çул-йĕре уçăмлатнă.  (Юлия Мареева)

Тĕплĕнрех



21 марта 2013
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter