Элĕк районĕ: пултаруллисем çĕнтернĕ

 

«Чи лайăх класс ертÿçи-2013» конкурсăн тĕп тĕллевĕ – педагогсен професси ăсталăхне ÿстересси. Конкурсăн муниципаллă этапĕ икĕ тапхăрта иртнĕ: куçăмсăр суйласа илмелли тата куçăмлă. Куçăмсăр тапхăрти 16 вĕрентекентен 5 çĕнтерÿçĕ хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Ăмăртусен мĕнпур кăтартăвĕсем тăрăх эксперт комиссийĕ чи лайăх класс ертÿçисене палăртнă. «Чи лайăх класс ертÿçи-2013» ята Юнтапари вăтам шкулти 7 класс ертÿçи Людмила Михайловна Ильина тивĕçнĕ. Элĕкри вăтам шкулти 7 «б» класа ертсе пыракан Наталья Вячеславовна Толмачева иккĕмĕш вырăн йышăннă. Тени шкулĕнчи 7 класс ертÿçи Лидия Вениаминовна Емельянова – виççĕмĕшĕ. Людмила Михайловна халĕ республикăри конкурса хутшăнма хатĕрленет.



21 марта 2013
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter