Ăратлă выльăх – тупăш çăлкуçĕ

 

Выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах илесси ăратран нумай килет.  Элĕк районĕнчи «Новый путь» хуçалăхра çавна яланах асра тытса ĕçлеççĕ. Хуçалăхра ăратлă ĕне выльăхсемпе сыснасем кăна тытаççĕ.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, ĕне выльăхсем пурĕ 1123 пуç пулни паллă. Иртнĕ икĕ çулта выльăхсен шучĕ ку хисепе çитеймен, 2011 çулта 1044 пуç, 2012 çулта 1052 пуç кăна шутланнă. Хуçалăхра сăвакан ĕнесене чакарас йăла çук, виçĕ фермăра пурĕ 400 пуç тытаççĕ. Иртнĕ çул чупнă пăрусем (нетель) унчченхинчен чылай ытларах – 94 пуç пулнă. Пĕлтĕр çулталăка çитичченхи тынасене те нумай усранă – 272 пуç.

Ĕнесене пăрулаттарассипе те кăтартусем лайăх. Иртнĕ çул, сăмахран, 347 пăру илнĕ пулсан, 2011 тата 2010 çулсенче – чылай сахалтарах. 100 ĕне пуçне илсен, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 86 пăру илнĕ, унчченхи кăтартусем вара пĕчĕкрех.

Юлашки виçĕ уйăхра çĕнĕрен пăрулакан ĕнесен шучĕ ÿссе пынине палăртма та кăмăллă. Пĕлтĕр çавнашкаллисем 109 пуç шутланнă, унччен вара 80 пуçран нумаях иртмен.

Пĕлтĕрхи отчетлă тапхăрта ĕнесемпе тынасене пурĕ 646 пуç чуптарнă, çав шутран тынасене искусственнăй майпа пĕтĕмпе 963 пуç, çав шутран обществăлла выльăх-чĕрлĕхе – 646, тынасене 231 пуç. Ĕне выльăхсене искусственнăй майпа пĕтĕлентерессипе иртнĕ виçĕ çулĕнче те плана 100 процент пурнăçланă.

Шел пулин те, пĕлтĕр кашни ĕнерен сĕт сăвасси чакнă, 5675 килограмран иртеймен. Унчченхи икĕ çулĕнче вара сăвăм 6200 килограмран иртнĕ. Сĕтри çу хисепĕ пĕр пек виçерех – 3,7 процент.

Ăратлăх ĕçĕ çирĕп ыйтать. Кашни выльăх мĕнли паллă, çавна картотекăна кирлĕ пек тытса пыни яруççăнах кăтартать. Çамрăк выльăхсене номерлессине йĕркеленĕ. Вĕсене кирлĕ пек пăхса ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май ÿт хушаслăх та пысăк. Иртнĕ çул çамрăк выльăхсем талăкра 960-шар грамм хушăнса пынă.

Ăратлă сыснасем ĕрчетессипе Шĕвĕшри ферма ăнăçлă ĕçлет. Кунта çулталăк пуçламăшĕнче 1080 пуç пулни палăрчĕ.

Кĕтÿ йышне çĕнетме çамрăк аçасемпе амасене уйăрнă. Ăратлă выльăх-чĕрлĕхе реализацилесси те вăй илсех пырать. Пĕлтĕр пурĕ 177 пуç сутнă, çав шутран аçасем 26, амасем 151. Хуçалăхра реализацилеме юрăхлисем татах та пур.

Сысна амисене чуптарсах тăрассине йĕркелнĕ. Иртнĕ çул пурĕ 173 пуç пĕтĕлентернĕ. Пурĕ 1909 çура илнĕ.

Иртнĕ çултан пуçласа ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене патшалăх ытларах пулăшма пуçларĕ. Республика бюджетĕнчен пурĕ 109,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Апла пулсан ăратлăх енĕпе ĕçлени усăсăр мар, хуçалăхсене тупăша ÿстерме пулăшать.

 

Юлия Мошкова, районти ăратлăх енĕпе ĕçлекен зоотехник.



21 марта 2013
13:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter