Чăваш Реcпубликин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Çĕрпӳ районĕнче пулнă

Паян Чăваш Реcпубликин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  ĕçлĕ çул çӳревпе Çĕрпӳ районĕнче пулнă. Республика Пуçлăхĕ Туçи ялĕнче виçĕ хутлă 18 хваттерлĕ хăй тĕллĕн хутса ăшăтмалиллĕ хăпартакан çуртăн ĕçĕ–хĕлĕпе паллашнă. Аса илтерсе хăваратпăр, палăртнă вырăнта кăçал кăрлач уйăхĕнче кăвак çулăма пула инкек пулнăччĕ. Строительство ĕçне «ПМК-8» АУО фирма пурнăçлать.  Çурта кăçал юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен кая мар хута яма палăртса хунă.  Михаил Игнатьев Çамрăксен урамĕнчи «Эстет»  компанийĕн ĕçĕпе кăсăкланнă. Компани алăксем ăсталассипе ĕçлет. Владимир Романов обществăн ертӳçи пĕлтернĕ тăрăх, уйăхне вĕсем 2000 кая мар алăксем ăсталаса кăлараççĕ. 2013 çулта компани производствăн калăпăшне татах та ӳстерсе пыма шухăшлать.  Çакăн пекех кăçал кĕркуннерен пуçласа тимĕр алăксем тăвас ĕçе кӳлĕнме палăртса хунă. Хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ районĕн  2012-мĕш çулхи социаллă экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ ĕçе хутшăннă, иртнĕ çулхи ĕç-хĕле тата кăçалхи тĕллевсене тишкернĕ. Пухăннисемпе ĕçе кӳлĕниччен чи малтанах Михаил Игнатьев Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранне Аркадий Владимирова ветерансем çинчен калакан Указпа килĕшӳллĕн  хваттер илме сертификат парса чысланă. Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ ята Вера Егорова илме тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕ хисеплĕ ята Ираида Константиновăна, Николай Михайлова тата Светлана Тимофеевăна парса чысланă.   Республикăра уйăрнă амăш капиталĕ сертификата Ирина Егоровăпа Марина Петровăна панă.  Чăваш Республикин хисеплĕ строителĕ ята «ПМК- №8»  АУОăн кирпĕч хураканĕ Геннадий Андреев тивĕçнĕ. Çĕрпӳ районĕн 2012-мĕш çулăн ĕç кăтартăвĕсем çинчен тĕплĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов чарăнса тăнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал республикăри бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен тапхăр-тапхăрпа 4 хутчен ĕç укçи ӳсесси пирки пĕлтернĕ. Ăна валли 1,9 млрд тенкĕ укçа уйăрнă. Тата çакна та палăртнă, федераци бюджетĕнчен шыв–шура хирĕç кĕрешессипе туса ирттермелли ĕçсем валли те Çĕрпӳ хулине 237 млн. тенкĕ пăхса хăварнă.   Чи малтан çак укçапа çыран хĕррисене çирĕплетнĕ çĕрте ĕçе йĕркелесе ирттерме палăртнă. Проекта икĕ çулта пурнăçлĕç. Сăмаха май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине  йĕркелесе ирттерекен пулăмсенче кашни çыннăн витĕмĕ пысăк пулмаллине асăнса хăварнă. Çĕрпӳ - историллĕ хула, çавна май уйрăмах тавралăха тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Тухса калаçакансем патне республика Пуçлăхĕ уйрăммăн ыйтусем тăратнă. Вĕсен шутĕнче: ЖКХ тытăмĕнчи электроэнергие упрассипе тимлĕрех пулмаллине, парăмсене те пуçтарса яма кирлĕ маррине асăрхаттарса хăварнă. Районăн усă курман çĕрсене ĕçлеттерсе ярассипе те самай тăрăшмалла. Канашлура ытти ыйтусем те паллах пулнă, кашниех хăйсен хуравĕсене тупнă.

 Тĕплĕрех



21 марта 2013
16:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter