«Сыхăлăха çухатма юрамасть»

Право йĕркине пăсассине чакарассипе кĕрешнĕ чухне профилактика субъекчĕсен ĕçне вăйлатасси, тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермешкĕн уйăракан укçа-тенкĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тĕллевлĕ усă курасси - çак ыйтусем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркипе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен Координаци канашлăвĕн черетлĕ ларăвĕнче тĕп вырăнта пулчĕç. Унта район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.

Ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕр преступлени тăвасси чакнине пĕлтерчĕ. Вĕсене уçса парассин кăтартăвĕ те лайăхланнă - ку енĕпе Чăваш Ен Раççейре - 11, федерацин Атăлçи округĕнче вара 2-мĕш вырăнта. Сăмах май, çакнашкал туртăм пирĕн республикăра 2007 çултанпа палăрать. «Пĕтĕмлетсе каласан эпир пĕлтĕр хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçларăмăр», - терĕ Михаил Васильевич. Çапах çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Чăваш Ен Пуçлăхĕ каланă тăрăх - обществăри тăнăçлăха сыхласа хăварас тесен сыхăлăха çухатма юрамасть, пурин те пĕр-пĕринпе килĕштерсе тата тĕплĕн ĕçлемелле.

Пăшăрхантаракан самантсем пирки ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов тĕплĕнрех каларĕ. Экономика преступленийĕсен шучĕ çав-çавах пысăк-ха. Коррупципе çыхăннисем те пур. Çакнашкал фактсем право йĕркине сыхлакан структурăсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче палăраççĕ. Саккуна пĕрре пăснă çынсем тĕрмерен ирĕке тухсан «çав кĕрепле çине тепĕр хут пусни» те шухăшлаттарать - пĕлтĕр ку кăтарту 2011 çултипе танлаштарсан 14% ÿснĕ. Республикăра кашни иккĕмĕш преступление судпа маларах айăпланнисем тунă. Çакăн пек усал тĕслĕхсен шучĕ Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Етĕрне, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Канаш районĕсенче пысăкланнине пĕлтерчĕ Сергей Евстафиевич. Вăл «Хăрушсăр хула» программа валли хăш-пĕр муниципалитет укçа-тенкĕ çителĕксĕр уйăрнине те асăнчĕ. Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче видеофиксаци хатĕрĕсене вырнаçтарни йĕркелĕхе сыхлас ĕçре пулăшнине аса илтерчĕ.

Чăваш Республикин прокурорĕ Владимир Метелин профилактика субъекчĕсен ĕçне вăйлатмаллине палăртрĕ. «10 çул каялла Чăваш Ене ку енĕпе тĕслĕх вырăнне хуратчĕç. Ытти регионсем пирĕн опытпа паллашса хăйсем патĕнче усă курма тăрăшатчĕç», - терĕ. Çакнашкал тытăм халĕ те кашни районтах пур, шел, вĕсенчен хăшĕ-пĕри профилактика ĕçне тивĕçлипе пурнăçламасть, çавна май çул çитменнисем йĕркене пăсасси те, колонирен тухнисем тата ÿсĕрсем преступлени тăвасси те ÿсет. Прокурор патшалăх влаçĕн, йĕркене сыхлакан тата муниципалитет органĕсем, профилактика субъекчĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесен çеç кăтартусене лайăхлатма май килнине асăнчĕ.

Кун йĕркине Михаил Игнатьев сĕннипе кĕртнĕ тепĕр ыйту - тăлăх ачасене тата граждансен ытти категорине пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермешкĕн уйăрнă укçа-тенкĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем мĕнле усă курни - чылай калаçтарчĕ. Республикăра пурăнмалли кĕтеслĕ пулас текенсен черетĕнче 1300 тăлăх тăрать. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков каланă тăрăх - ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисене хваттерпе е çуртпа тивĕçтермешкĕн 2012 çулта муниципалитет йĕркеленĕвĕсене 202 млн ытла тенкĕ уйăрса панă. Çак укçапа 6 район тата 2 хула çеç туллин усă курнă. Финанс министерствин финанс тĕрĕслевĕн служби 11 муниципалитетра тĕрĕслев ирттернĕ, 6-шĕнче çитменлĕхсем тупса палăртнă. Вĕсем бюджет укçи-тенкипе тĕллевлĕ усă курманнипе, вĕçлеймен строительство ĕçĕсемшĕн маларах тÿленипе, подрядчиксем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçламаннипе, çурта килĕшÿре палăртнă вăхăтра туса пĕтерменнипе çыхăннă. Тăлăх ачасем валли тăвакан çурт-йĕрĕн вăтам хакне Раççей Регион министерстви палăртать, вăл рынокри хакран чылай пĕчĕкрех пулни те, уйрăмах районсенче, тĕрлĕ чăрмав кăларса тăратать. Çавна пулах строительство организацийĕсем конкурссемпе аукционсене хутшăнасшăнах мар. Михаил Ноздряков аукцион ирттересси пирки пĕлтерес, контракт тăвас тата çакăнпа çыхăннă ытти ĕçе тăлăхсем черетре тăракан ял тăрăхĕсенче мар, муниципалитетсен шайĕнче ирттерме сĕнчĕ. Ку тĕллевпе уйăракан укçа-тенке те муниципалитетсене парсан аванрах.

ЧР cтроительство министрĕ Олег Марков та çак шухăшах палăртрĕ. 2006-2012 çулсенче республикăри 749 тăлăха социаллă найм килĕшĕвĕпе хваттер панине пĕлтерчĕ. Шел, 2011 çулта бюджет укçи-тенкипе 82 тăлăха пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтереймен. 2012 çулта вара черет çитнĕ пулин те 76 тăлăх çĕнĕ хваттере куçайман. Вĕсене пурне те кăçал пĕрремĕш çур çулта пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртаççĕ. Михаил Игнатьев тăлăхсене малтан палăртнă вăхăтра хваттер паманни вĕсен прависене пăсни пулать терĕ. Район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене çак йĕркесĕрлĕхе хăвăртрах пĕтерме хушрĕ.

Пăрачкав район администраци пуçлăхĕ Евгений Лебедев тăлăхсене пама планланă 8 хваттере туса пĕтернине, хальхи вăхăтра вĕсен паспорчĕсене хатĕрленине пĕлтерчĕ. Икĕ хваттерлĕ тепĕр икĕ çуртра вара подрядчик строительство ĕçĕсене вĕçлейменнине палăртрĕ: вĕсене шалтан юсаман-хитрелетмен, инженери хатĕрĕсем вырнаçтарман. Администраци Арбитраж судне тавăç тăратнă. Михаил Васильевич администраци яваплăхĕ çакăнпа çеç вĕçленменнине аса илтерчĕ, иртнĕ çултах çĕнĕ хваттере куçма ĕмĕтленнĕ ачасене панă сăмаха хăçан пурнăçлатăр тесе ыйтрĕ. «Кăçал пĕрремĕш çур çулта», - пулчĕ хурав. Вăл Михаил Васильевича тивĕçтермерĕ. «8 хваттере ака уйăхĕнче куçма май пулĕ, «Электрокомплект-1» ООО вара çĕртме уйăхĕсĕр ĕçе вĕçлеймест ахăртнех», - терĕ кăштах иккĕленнĕ хыççăн Евгений Владимирович.

Йĕпреç район администраци пуçлăхĕ Анатолий Петров та хăйсен тăрăхĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. 2011 çулта районти 19 тăлăха пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермелле пулнă, çав шутран пĕри çеç çĕнĕ хваттере куçайнă. Сăлтавĕ - подрядчик контракт условийĕсене пăсни. Чăн та, хальхи вăхăтра çак ачасем валли нумай хваттерлĕ çуртра 18 хваттер пулĕ. Ăна кĕçех хута ямалла. Анатолий Иванович тăлăхсем хăйсем пурăнакан ял тăрăхĕнче çурт илесшĕн маррине пăшăрханса пĕлтерчĕ. Нумайăшĕн район центрĕнче е хулара тĕпленес килет иккен. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ку вăл вĕсен ирĕкĕ терĕ.

Координаци канашлăвĕн ларăвне хутшăннисем тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси мĕнлерех пынине малашне те çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине палăртрĕç. 

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 марта 2013
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter