Ял шăпи - çамрăксенче

Ĕнер Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк тăрăхĕнче пулчĕ. Чи малтанах Юнтапари вăтам шкула çитсе курчĕ. Палăртма кăмăллă: муниципалитет вĕренÿ учрежденийĕ 2006 çулта çĕнĕ те хăтлă çурта куçнă. Хальхи вăхăтра кунта 201 ача пĕлÿ илет. Шкул çурчĕпе туллин усă кураççĕ. Çутă та таса, ăшă классенче ачасем кăмăлпа вĕренеççĕ.

Михаил Васильевич ĕç урокне кĕрсе курчĕ. Технологи пÿлĕмĕнче 7-мĕшсене Светлана Константинова педагог ал ĕçне хăнăхтаратчĕ. Хĕр ачасем тĕрĕ вăрттăнлăхне ăса хываççĕ, арçын ачасем йывăç çине çунтарса ÿкерчĕк ăсталаççĕ. Технологи класĕнче ачасем 5 класран пуçласа занятисене çÿреççĕ. Вĕрентекен палăртнă тăрăх аслăраххисем кĕпе е костюм çĕлеме те пултараççĕ. Кунта çĕнĕ çĕвĕ машинисем пуртан, ачасене çак ĕçе хăнăхтарма та меллĕ. Михаил Игнатьев та ачасен ĕçĕпе кăмăллă юлчĕ. Хĕр ачасем ăна асăнмалăх шурă татăк çине тĕрленĕ илемлĕ чăваш тĕрри парнелерĕç.

Шкулти спортзалра 9-мĕш классем волейболла вылятчĕç. Республика ертÿçи вĕсемпе те калаçрĕ. Ачасем шкулти спорт секцисене çÿренине тата район шайĕнчи ăмăртусенче тунă çитĕнÿсемпе паллаштарчĕç. Формăсемпе спорт инвентарĕсене кам туяннипе кăсăклансан, вĕренекенсем «Шкул», - тесе хуравларĕç. Шкул директорĕ Альберт Кондратьев шкулăн 25 гектар çĕр пуррине пĕлтерчĕ. Туса илекен пахча çимĕçе тата нумай çул ÿсекен курăксене сутса тунă укçа-тенкĕпе ачасем валли спорт инвентарĕ тата формăсем туянаççĕ иккен. Иртнĕ çул тренажерсем, волейболистсен формисене илнĕ. М.Игнатьев шкул столовăйне те кĕрсе курчĕ, апат пахалăхĕпе кăсăкланчĕ.

Юнтапа ял тăрăхĕнче çак кун тăлăх икĕ ачана пурăнмалли хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерчĕç. Республика Пуçлăхĕ те çак савăнăçа вĕсемпе пайларĕ. Петр Николаевпа Эдуард Иванова хваттер уççисене савăнăçлă лару-тăрура панă май телей, тăнăç пурнăç сунчĕ.

Иртнĕ çул республикăра 262 тăлăха хваттер ыйтăвне татса пама пулăшнă. Патшалăхăн яла аталантармалли тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн çулсерен республикăри çамрăк вун-вун çемье хăтлă хваттер илнине, яла ĕçлеме каякан çамрăк специалистсене паракан пулăшу мелĕсемпе туллин тивĕçтернине пĕлтерчĕ. Ял çыннисене çамрăксене вĕренсе тухсан яла таврăнма сĕнме ыйтрĕ. Шăпах ялсен шăпине паянхи çамрăксем татса парас шанăç пуррине те палăртрĕ.

Район администрацийĕнче ирттернĕ Элĕксен иртнĕ çулхи ĕç-хĕле тата кăçалхи тĕллевсене тишкерчĕç. Малтан салтак арăмне Евгения Ивановăна хваттер илме сертификат парса саламларĕç. Иккĕмĕш ача çуратнă Надежда Мастероваяпа Екатерина Димитриевăна амăш капиталĕн сертификатне пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕпе туллин паллаштарчĕ. 2012 çулта районта 16 пепке ытларах кун çути курнă. Вилекен йышĕ 27 çын чакнă. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме инвесторсене явăçтараççĕ. Иртнĕ çул, акă, панкрута тухнă «Звезда» хуçалăхпа Шĕмшеш ял тăрăхĕн çĕрĕсем çинче инвестор ĕçе кÿлĕннĕ.

Михаил Васильевич район инвесторсене илĕртмелли майсене тăвассипе çителĕксĕр ĕçленине палăртрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче çулсерен выльăх йышне чакарнипе кăмăлсăр пулчĕ: «Енчен те хуçалăх ертÿçи коллектива çĕнĕлле ĕçлеттереймест пулсан унтан хăтăлмалла. Хуçалăха ура çинче çирĕпрех тăраканнисем çумне пĕрлештерме тăрăшмалла. Аграри секторĕнче татăклă улшăну тăвас тесен республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурса хутшăнмалла. Пурнăçпа тан утмалла. Мĕншĕн фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшма ирттернĕ конкурса районтан пĕр çын кăна хутшăннă? Патшалăх ял хуçалăх производствине ÿстерме паракан пулăшу мелĕсемпе те туллин усă курма тăрăшмалла. Элита вăрлăхпа, удобренисемпе, ăратлă выльăхпа ĕçлекенсене субсиди парса пулăшать. Районта вăтам тата пĕчĕк бизнеса аталантарасси те тивĕçлĕ шайра мар. Пуррисем те суту-илÿ енĕпе кăна ĕçлеççĕ. Ăнăçлă аталанма сирĕн усă курман резерв пайтах».

Республикăри министерствăсен представителĕсем те экономика аталанăвĕн шайне ÿстермелли çул-йĕре уçăмлатрĕç. Канашлăва хутшăннă ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Н.Ванеркинпа В.Мидуков район майĕпен аталаннине асăрхаттарчĕç, хастартарах ĕçлеме сĕнчĕç.

Юлия Мареева



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 марта 2013
10:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter