Çамрăк журналистсем палăрчĕç

Элĕк вăтам шкулĕнчи 10-мĕш «б» класра вĕренекен Аня Платонова районти ача-пăча пултарулăх центрĕ çумĕнчи «Çамрăк журналист» кружока чун туртнипех çурет. Вăл çырнă материалсем – заметкăсем, кроссвордсем, ÿкерчĕксем – район хаçатĕнче те, республикăри «Тантăш» хаçатра та кун çути кураççĕ. Хастар пулнишĕн хаçат редакцийĕ пĕрре мар ăна Хисеп хучĕпе чысланă. Хайĕн ĕçĕсене тĕрлĕ конкурсра тăратма тăрăшать Аня. Халĕ те «Тантăш» хаçат редакцийĕпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн управлени факультечĕ йĕркеленĕ «Реклама тата обществăпа çыхăну тытасси» пултарулăх конкурсне хаваспах хутшанма кăмăл турĕ. Элĕк шкулĕнче вĕренекенсем хушшинче маттур ачасем чылай. Вĕсенчен пĕри – 9 «в» класра пĕлÿ пухакан Анастасия Романова. Хайĕн ĕçĕнче Аня Платонова шăпах Настьăн çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕ. Республикăра обществознанипе тата вырăс чĕлхипе призерсен йышнĕ кĕнĕ хĕрача çинчен тус-тантăшĕсене хыпарламалли пурах. Жюри членĕсем Аньăн ĕçне пысăка хурса хакларĕç. Конкурса тăратнă йышлă материалсем хушшинче унăн ĕçĕ 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Йĕркелÿ комитечĕн председателĕ, филологи наукисен кандидачĕ Г.В.Вакку Аньăна тата унăн ертÿçине Марина Леонтьевăна тав турĕ, Хисем хучĕпе чысларĕ. Конкурс çĕнтеруçисем хушшинче тепĕр Элĕк пики те пулчĕ. Шĕмшеш вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Анна Филиппова (ертÿçи Майя Никитина) «Çут çанталăка сыхлар» номинацире палăрчĕ. Çак кунсенче Аня Платоновăн пурнăçĕнче тепĕр хавхалануллă самант пулса иртрĕ. Элĕк хĕрачи Чăваш наци радио кăларакан «Ачалăх урхамахĕ» программа ертсе пыракансенчен пĕри пулчĕ. Кăларăм эфира мартăн 21-мĕшĕнче тухрĕ.



22 марта 2013
16:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter