Патăрьел районĕ: "Тасалăхпа тирпейлĕх — пирĕн туссем" операци

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче виççĕмĕш— чи вăрăм вĕренÿ чĕрĕкĕ вĕçленчĕ. Ачасен халĕ çуркуннехи каникул кунĕсем пуçланаççĕ. Кашни чĕрĕк вĕçĕнчех , каникула кайиччен,  классенче "Тасалăхпа тирпейлĕх —пирĕн туссем" операци иртет. Вĕренекенсем сĕтел-пукана, класа тирпейлесе -тасатса хăвараççĕ, çĕне чĕрĕке таса та çутă, тирпейлĕ шкулта пуçламалла пултăр теççĕ.

Тасалăхĕ те, тирпейлĕхĕ те хамăр сывлăхшăнах-çке. Сывлăх вара— чи пĕрремĕш вырăнта.



25 марта 2013
13:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter