Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Культурӑпа искусствӑн ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

                        Чӑваш Республикин культурӑпа искусствӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!
Сире професси уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Культура вӑл – обществӑна аталанма пулӑшакан хӑватлӑ ӑс-хакӑл никӗсӗ. Ӗмӗрсем хушши вӑй илсе ҫирӗпленнӗ кӑмӑл-сипет пуянлӑхӗ, халӑхӑн пиншер ҫулхи йӑла-йӗрки ӑрусене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарать, патриотла воспитани пама пулӑшать, вӑйлӑ та пур енлӗ аталаннӑ ҫынна пӑхса ӳстерме им парса тӑракан хутлӑх пулса тӑрать.
Культура сферинче вӑй хуракан ӗҫченсем Чӑваш Ен территорийӗнче пурӑнакан халӑхсен сайра та хӑй евӗрлӗ культура еткерлӗхне сыхласа хӑварас тата аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Культура учрежденийӗсен тытӑмӗ тухӑҫлӑ ӗҫлет, ҫавна май пуҫаруллӑ ҫамрӑксен пултарулӑхра хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма тата талантне туллин уҫса пама лайӑх майсем пур. Фестивальсемпе конкурссем, выставкӑсем ирттересси ырӑ йӑлана кӗчӗ, вӗсене пула республикӑра пурӑнакансем наци тата тӗнче культурин шедеврӗсемпе паллашаҫҫӗ.
Патшалӑх культура сферине пулӑшсах тӑрать. Бюджет укҫи-тенки шучӗпе муниципалитетсен культурӑпа кану учрежденийӗсен тытӑмӗ ҫӗнелсе улшӑнать, театрсене ҫӗнӗ спектакльсем лартма грантсем уйӑрса параҫҫӗ, культура ӗҫченӗсене тӳлекен ӗҫ укҫи шайӗ ӳсет.
Сире уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, профессие парӑннӑшӑн, пултарулӑхра ялан ҫӗннине шыранӑшӑн тав тӑватӑп. Хӑйсен пуян та паха опычӗпе ҫамрӑксене паллаштаракан ветерансене уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп. Культура сферинче вӑй хуракан мӗн пур ӗҫчене чи пысӑк плансемпе тӗллевсене пурнӑҫлама, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, халӑх хисепне тивӗҫме, ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                              М. Игнатьев  

 



25 марта 2013
07:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter