Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова: «Чăваш Енре курса килленни мăнаçлăхпа савăнăç туйăмĕ çуратать»

 

Пуш уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче Шупашкарта «Медицина реабилитацийĕ - çынсем вилессине тата инвалида тухассине чакаракан мел» темăпа пĕтĕм Раççейри канашлу ирттерме палăртнă, ăна РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова  ертсе пырать. Сумлă хăнан республикăри ĕçлĕ çул çӳревĕ медицина учрежденийĕсемпе паллашнинчен пуçланнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Вероника Скворцова тата Алла Самойлова министрсем Президентăн перинаталь центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, «Çире пур хĕрарăмсен шкулне» çÿрекенсемпе - ача кĕтекенсемпе - тĕл пулнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн акушерствăпа гинекологи кафедрин кабинечĕпе уйрăмах кăмăллă пулнă: кунта студентсем кăткăс операцисене тÿрремĕнех сăнаса тăма пултараççĕ. «Шывпа пылчăк сыватмăшĕ» санаторире пациентсене реабилитацин амбулатори тата санаторипе курорт тапхăрĕнчи пулăшăвĕн технологийĕсене аталантармалли мелсене тишкернĕ. Республикăри ача-пăча клиника больницинче спорт тата тренажер залĕсен, бассейн, пĕчĕккисене сиплекен тĕрлĕ кабинет ĕçне хакланă. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче госпиталĕн электрон тытăмĕпе, регистратурипе паллашнă, анестезиологи тата реанимаци уйрăмĕсенче пулнă, травматологипе ортопеди уйрăмĕсенче операци хыççăн реабилитаци илекен пациентсемпе калаçнă. Сăмах май, асăннă центрта пациентсенчен кашниех сывлăха тĕреклетекен тĕрлĕ енлĕ пулăшăва тивĕçет. Кунти сиплевçĕсем нумай функциллĕ аппаратсен витĕмĕпе вĕсене кулленхи пурнăçа тавăрмашкăн пĕтĕм майпа усă кураççĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче иртнĕ пленарлă пĕрремĕш ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăнасене саламланă май граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси патшалăхăн тĕрлĕ шайри органĕсен пĕлтерĕшлĕ миссийĕ пулнине палăртнă. «Чăваш Енре федераци центрĕн чăн-чăн пулăшăвне туйса илнĕ ĕнтĕ. Сывлăх сыхлавĕн модернизаци проекчĕпе килĕшӳллĕн сиплев учрежденийĕсене хальхи кăткăс оборудованипе пуянлатма тата сыватмăшсемпе профилактика çурчĕсене çĕнетсе улăштарма 2011-2012 çулсенче 4852 млн тенкĕ уйăрса панă. Халăхăн медицина ыйтăвĕсене тивĕçтересси хулара та, ялта та сисĕнмеллех лайăхланнă», - тенĕ Михаил Игнатьев. Çакна та палăртнă: Чăваш хутлăхĕнче юлашки 20 çулта çут тĕнчене килнисен йышĕ пурнăçран уйрăлнисенчен пĕрремĕш хут иртсе кайнă. Пепкесен вилеслĕх кăтартăвĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче лайăххи шутланать. Вероника Скворцова Михаил Игнатьева тата Чăваш Ен Правительствине Пĕтĕм Раççейри канашлăва йĕркеленĕшĕн тав тунă тата ăна ирттермешкĕн республикăна суйласа илни ахальтен пулманнине асăннă. «Эпир паян паллашма ĕлкĕрниех мăнаçлăх туйăмĕ çуратать тата савăнтарать. Хамăрăн тĕллевĕмĕрсене ĕçе кĕртнин чĕрĕ тапхăрне курма пултартăмăр, шухăшăмăрсем тĕрĕс пулнипе пĕрлех хут çинчи проектсем те пурнăç ыйтнипе пĕр килнине туйса илтĕмĕр. Чăваш хутлăхĕнче çĕкленнĕ центрсем - реабилитацин виçĕ шайлă тытăмĕн чăн-чăн тĕслĕхĕ: амбулатори, стационар реабилитацийĕпе пĕрле пысăк технологиллĕ медицина пĕр çыхăнура тăраççĕ. Унпа çитĕннисем кăна мар, ачасем те усă кураççĕ. Çавăнпа пĕрлех юлашки сыпăкĕ те - санаторипе курорт кластерĕ - аталанать», - тенĕ федераци министрĕ. Канашлура Раççей Федерацийĕнче реабилитацин 2020 çулчченхи аталанăвĕн концепцийĕн тĕп положенийĕсене сӳтсе явнă. Чăваш Республикинче ăна пурнăçа кĕртмелли мелсемпе Алла Самойлова министр тухса калаçнă.

Тĕплĕнрех



25 марта 2013
16:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter