Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова килсе çитнĕ

Паян Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова килсе çитнĕ. Шупашкар аэропортĕнче сумлă хăнана Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова тата ытти официаллă çынсем кĕтсе илнĕ.  Пĕр кунлăх ĕçлĕ çул çӳрев программинче Президентăн перинатальнăй центрĕнче, республикăри ачасен клиникин больнициче, федераци центрĕн травматологи, ортопеди тата эндопротезирование çитсе килме палăртса хунă.  Министр Вероника Скворцова Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи канашлăва ирттерĕ. Палăртнă канашлăва Раççейри 83 регионтан хутшăнма кăмăл тунă.  Вĕсен шутĕнче сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçлекенсем тата ытти массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем пулĕç.

 Тĕплĕнрех



25 марта 2013
11:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter