Каçал ен районĕ: смотр-конкурсра çĕнтернĕ

Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайни иккĕмĕш çул ĕнтĕ. Çак кĕске вăхăтра миçе çын унта пулса сывлăхне çирĕплетмерĕ-ши? Нумаях пулмасть ЧР Физкультурăпа спорт министерствин анлă коллегийĕнче комплекссен 2012 çулхи ĕç-хĕлне сÿтсе явнă. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн Комсомольскинчи «Кĕтне» ФСК смотр-конкурсра виççĕмĕш вырăна тухнине палăртнă, Дипломпа чысланă. Çавăн пекех 40 пин тенкĕлĕх сертификат парса наградăланă. Яллă районсем хушшинче вара Каçалсем — иккĕмĕшсем (малта — Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнчи ФСК). «Ку пире малалла тата та лайăхрах, тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать», — терĕ ФСК директорĕ Евгений Тихонов.



26 марта 2013
15:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter